07 апреля 2010 г.
Аслă Чементи вăтам шкула савăнăçлă хыпар çитрĕ. 10-мĕш класра вĕренекен В. Фролов республикăра физкультурăпа иртнĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. Валерăн пысăк çитĕнĕвĕ мĕн пур ял-йыша чунтан савăнтарчĕ.
Олимпиадăна 9-11-мĕш классенче вĕренекен 38 ача хутшăннă. Вĕсем виçĕ енпе ăмăртнă. Халĕ Валера апрель уйăхĕнче Ульяновск хулинче иртекен Раççейри олимпиадăна хатĕрленет, унта та шкул чысне çĕклеме ĕмĕтленет.
Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă каччă. Çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупса районта нумай хутчен малтисен шутне кĕнĕ вăл. Унсăр пуçне кире пуканĕ йăтса пĕлтĕр районта 1-мĕш тухма пултарчĕ. Шкулăн пĕрлештернĕ командипе баскетболла выляса тата хĕллехи полиатлонпа хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ. Грамотăсем хушшинче ЧР Вĕрентÿ министрĕ Г. Чернова алă пуснă диплом уйрăмах хаклă. Спортра çитĕнÿсем тума каччăна П. Макаров вĕрентекен пулăшса пырать. Унра Петр Васильевич пысăк пуласлăх курать.
Фроловсем çемйипех спортпа туслă. Амăшĕ, Светлана Ильинична, ялти офисра аслă медсестра пулса ĕçлекенскер, çăмăл атлетикăпа 1 разрядлă, ашшĕ, ВДПО-ра вăй хуракан Владимир Георгиевич та çăмăл атлетикăпа çамрăк чухне район чемпионĕ пулнă. Валентина йăмăкĕ йĕлтĕрпе чупса тата полиатлонпа районта малтисен шутĕнче.
10-мĕш класс шкулта иртекен рейтингра 1-мĕш вырăнта пырать. Валера вара 9-11-мĕш класри ачасен рейтингĕнче – чи малти. Каччă районти «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» конференцире хими секцийĕнче хăйĕн юлташĕпе Д. Кудряшовпа çĕн-терÿçĕ пулчĕ. Экологи олимпиадинче 3-мĕш вырăна тухрĕ. «Чĕвĕлти чĕкеç», «Русский медвежонок», «Кенгуру» конкурссем те уншăн ют мар. Ташлама ăста. Н. КОШЕЛЕВА.