10 апреля 2010 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр 27-мĕш сессийĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма Нина Владимировна Суслонова кандидатурине сĕннĕ. Çакă Сергей Гапликов премьер-министр хăй ыйтнипе отставкăна кайса урăх ĕçе куçнипе çыхăннă.
Н. Федоров Президент депутатсене Н. Суслонова биографийĕпе паллаштарнă, çакна палăртнă: “Нина Владимировнăна республикăра та, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Ăна Раççей Правительствинче ĕçлеме пĕр хут мар чĕннĕ. Анчах та вăл Чăваш Ен кун-çулĕшĕн тăрăшакан тата пысăк ăсталăхлă ертÿçĕ”. Президент Н. Суслонова министр чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене ăнăçлă татса пани çинчен пĕлтернĕ.
Нина Суслонова кандидатуришĕн 34 депутат сасăланă, 6-шĕ – хирĕç. Сессире çĕнĕ премьер-министр Н. Суслонова сăмах каланă, республикăна аталантарас енĕпе хăйĕн умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех тĕрлĕ парти представителĕсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Н.В. Суслонова биографийĕ
Суслонова Нина Владимировна 1960 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Иркутск облаçĕнчи Мамакан поселокĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ Шупашкар ГЭСне тунă çĕре куçса килнĕ. Н. Суслонова Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Унтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, 1984 çулта “Сиплев ĕçĕ” специальность илсе вĕренсе тухнă. Малалла аспирантурăра очно вĕреннĕ, 1994 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. 1996 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин академийĕнчен вĕренсе тухнă, “Юриспруденция” специальность илнĕ.
Нина Владимировна хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне Тюмень облаçĕнчи Нефтеюганск хулинчи “Юганскнефтегаз” производство пĕрлешĕвĕн медсанчаçĕнче пуçланă. Кайран Çĕнĕ Шупашкар хула больницинчи хĕрарăмсен консультацийĕнче акушер-гинекологра ĕçленĕ.
1984 çултан пуçласа 1996 çулччен Н.В. Суслонова Сывлăх сыхлав министрĕн пулăшуçинчен министерствăн управленийĕн начальникĕ таран ÿснĕ. Тăватă çул хушши ЧР Обязательнăй медстраховани фондне ертсе пынă. 2007 çулхи февральте Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министрĕнче ĕçлеме пуçланă. 2005 çултан – ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ, 2007 çулхи январьтен – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ.
Н.В. Суслонова – медицина ăслăлăхĕсен докторĕ.
Н.В. Суслоновăна 2002 çулта “Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ” знакпа наградăланă. 2005 çулта “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ” ят панă. 2010 çулта “Чăваш Республикин умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа наградăланă.
Çемьеллĕ, хĕр ачи пур.