10 апреля 2010 г.
Района Патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçи Раççей Федерацийĕн I класлă советникĕ Эльвира Максимова килсе кайнă.
Э. Максимова малтанах районти статистика пайĕн коллективĕпе тĕл пулнă, пай ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çырава ялсенче мĕнле ха-тĕрленнипе кăсăкланнă.
Чăваш Енĕн тĕп статистикĕ район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн, ку енĕпе информаци, консультаци тивĕçтерĕвĕ парса тăрассин, тĕп фондсен хакне çĕнĕрен шутлассин, статистика отчечĕсен формине тултарассин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
А. АЛЕКСЕЕВ.