10 апреля 2010 г.
“Россельхозбанк” уçă акционер пĕр-лешĕвĕн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн çĕнĕ çуртне тунă çĕрте черетлĕ канашлу иртнĕ. Унта “Арка” подряд организацийĕн, “Россельхозбанкăн” Чăваш Енри регион филиалĕн, райадминистрацин строительствăпа обществăллă инфратытăм аталану пайĕн представителĕсем хутшăннă.
Район пуçлăхĕ Николай Глухов канашлура строительство ĕçĕсем графикпа пынине палăртнă. Подрядчиксем объекта Республика кунĕ тĕлне ĕçе яма шантарнă. Паянхи куна çурта туса пĕтернĕ, халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ, электричество тата газ кĕртнĕ, шыв илсе пымалли, канализаци тумалли тĕллевсем паллă. (Хамăр корр.).