АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – Мари Эл ăсчахĕсем

10 апреля 2010 г.

Патăрьел районĕнче Мари Эл патшалăх техника университечĕн ăсчахĕсем пулнă. Вăрман культурисемпе вăрман хуçалăх ĕçĕсен механизацийĕн кафедрин доценчĕ ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Мухортов, çак кафедрăн доценчĕ ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Виталий Краснов малтанах район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕпе Валерий Осиповпа тĕл пулнă.

Н. Глухов хăнасене районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарнă. Уйрăмах вĕрентÿ аталанăвĕпе, вĕренекенсемпе педагогсен çитĕнĕвĕпе кăсăкланнă хăнасем.

Калаçу вăхăтĕнче районти шкулсенчен вĕренсе тухнисене Мари Эл патшалăх техника университетĕнче вĕренĕве явăçтарас, района йывăç-тĕм, ÿсен-тăран хунавĕсемпе, явнă япаласемпе тивĕçтерес, вĕсемпе Республика кунне кĕтсе илмешкĕн тирпей-илем кĕртме усă курас ыйтусене те хускатнă.

А. САЛМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика