АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красномайскинче суя приставсем тупăннă

10 апреля 2010 г.

Юлашки вăхăтра хуласенче ватăсен хваттер алăкне социаллă работниксем, коммуналлă ĕçченсем тесе суйса пырса шакканине час-часах телевиденипе кăтартаççĕ. Çакнашкал “чир” ялсене те çитрĕ-ши; Темиçе кун каялла Красномайскинче суя приставсем тупăннă. Икĕ çамрăк каччă тĕрлĕрен сăлтавпа парăма кĕнисенчен укçа пуçтарма тухнă-мĕн. Çак тĕллевпе Гавриловсем патне пынă, парăмне тÿлесе татма ыйтнă. Юрать-ха лешсем çийĕнчех укçине кăларса тыттарман. Районти суд приставĕн ĕçченĕсен пурин те, водитель таранах, ятарлă удостоверенисем пур. Ĕçпе кирек кам патне пырсан та вĕсем ăна кăтартаççĕ. Çавăнпа та таçтан тупăннă ултавçăсем сăмахпа çеç каланине ĕненмелле мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика