10 апреля 2010 г.
Патăрьелĕнчи 7-мĕш номерлĕ професси училищинче вĕрентекенсен ĕçри ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе “Çулталăк профессионалĕ – 2010” конкурс ирттернĕ. Унта хутшăнакансем жюри умне хăйсен презентаци-йĕсене тăратнă, уçă уроксем ирттернĕ, методика ĕçĕсене хÿтĕленĕ тата ытти те. Урăхла каласан, професси ăсталăхне пур енлĕн кăтартнă.
Конкурсра “Çулталăк профессионалĕ – 2010” ята историпе обществознани предмечĕн I категориллĕ преподавателĕ И. Скворцова çĕнсе илнĕ. Ирина Николаевнăн çывăх вăхăтра çакнашкал тупăшăва республика шайĕнче хутшăнма тивĕ.