10 апреля 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин ыйтнипе селектор канашлăвне хутшăннă. Ăна РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Александр Жуков ирттернĕ. Канашлура РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова доклад тунă.
Канашлура сÿтсе явнă тĕп ыйтусем – эмел хатĕрĕсен хакĕсем, суту-илÿри хушма хаксене йĕркелесе тата тĕрĕслесе тăрассин, халăха эмелсемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсем.
Н. Федоров пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра республикăри фармацевт ĕçне юридици вăйĕнчи 100 ытла тытăм пурнăçлать, вĕсем хăйсен продукцине 500 ытла лавкка-киоскра сутаççĕ. Рос-здравнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем асăннă организацисене тĕрĕсленĕ хыççăн, чи пысăк хаксене тишкернĕ май йĕркене пăснине тупса палăртман.