АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсассăн ĕç пулать, асăнмалăх ят юлать

10 апреля 2010 г.

Г. Сабитова (ÿкерчĕкре) ĕç стажĕ 21 çул. Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕскер Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕн çумĕ, биологи учителĕ вăл. Аслă категориллĕскерĕн организаторла пултарулăхĕ çителĕклех. Ачасене хăй тĕллĕн аталанма май паракан çул-йĕре тупма та хăнăхтарать Гельнур Нурулловна. Предмета вĕрентесси пуян, тарăн, илĕртÿллĕ пултăр тесе проектпа тĕпчев технологине ĕçе кĕртсе пырать, çавна май ачасем илнĕ пĕлĕве малашлăхра усă курма пултараççĕ. Г. Сабитовăпа вĕренекенĕсем вĕрентÿ, информаци тата тĕпчев проекчĕсен пуян пакетне хатĕрленĕ. Хăйĕн ăсталăхне ыттисене парассипе те ĕçлет Гельнур Нурулловна. Районта ирттернĕ “Педагогика технологине эффективлă пурнăçа кĕртмелли лайăх модель” конкурсра хăйĕн технологине хÿтĕленĕ.

Чăваш патшалăх университечĕн издательствинче Л. Кураков ертсе пынипе кăларнă пĕр кĕнекере те Г. Сабитова ĕç ăсталăхне пĕтĕмлетсе çырнă статья пур. Гельнур Нурулловна Хусанта ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕсене дистанциллĕ майпа хутшăннă. Ĕçĕсене пичете кĕртнĕ те ĕнтĕ. “Сăмахăм учитель çинчен” интернет конкурсра Г. Сабитова хăйĕн юратнă учителĕ çинчен сочинени çырса тăратнă. Республикăри биологи учителĕсен дистанциллĕ конкурсне те хутшăнать вăл. “Çĕр пурин те, унта эпир çеç пурăнмастпăр” темăпа творчество ĕçĕ хатĕрлесе презентаци тунă. Çакă каллех республика шайĕнчи конкурс.

Тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть, паллах. Гельнур Нурулловна çулсеренех районти биологи тата экологи предмет олимпиадисене хутшăнма вĕренекенсене хатĕрлет. Икшер е ытларах ача çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрет. Иртнĕ çул Г. Гайнуллова республикăри конкурсра экологипе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çулленех икшер-виçшер вĕренекен биологипе Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытни те кăмăллă. Малалла çак енĕпе вĕренме каяканскерсем вĕсем.

Гельнур Нурулловна хăйĕн çумĕнче ăста наставниксем пулнăран пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлать. Халĕ хăй те ыттисене ĕç вăрттăнлăхне вĕрентме пултараять. 2009 çулта районти “Чи лайăх наставник” конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса республика шайĕнчине хутшăнчĕ. Ĕмĕчĕсем çунатлă-ха педагогăн. Районти “Çулталăк учителĕ” конкурса хутшăнса професси ăсталăхне ÿстересшĕн вăл. Çавна май икĕ çулта пĕрре республикăри вĕрентÿ институчĕн базинче ирттерекен курссене хутшăнать. Вĕсенче çĕннине нумай илет. Республикăри ытти районсенчи коллегисемпе канашласах тăрать. Предмет енĕпе Мускавра ирттернĕ дистанциллĕ курса хутшăнни те кăмăллă.

Компьютера алла илни ĕçре çăмăллăх кÿретех. Унпа усă курса “Моя деревня – моя колыбель”, “Просто быть здоровым” проектсем тăратнă.

Интерактивлă доскапа ĕçлет Гельнур Нурулловна. Унпа ытти учительсене усă курма вĕрентсе урок та панă вăл. Педагогсен ларăвĕнче çĕнĕлĕхсене мала хуракансен фестивальне ирттересси пирки сăмах пуçарчĕç. Ăна пурнăçа кĕртрĕç.

Калаçма, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме ÿркенмест Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Г. Сабитова. Çынна пулăшма яланах хатĕр вăл.

Виçĕ ача çитĕнтереççĕ Сабитовсем. Чулпанпа Алмаз – Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем. Кĕçĕн хĕрĕ вара пĕрремĕш класа çÿрет. А. АСТРАХАНЦЕВА.

История. Военно-патриотическое воспитание подрастающего поколения

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă хуйхи пырса тивмен çемье сахал пуль. Çĕнтерÿ кунĕ хыçа юлсах пырать пулин те чĕресенчи чун ыратăвĕ иртмест çав. Эпир вара тăварлă куççуль аса илĕвĕсене аслисем каласа панă тăрăх çеç пĕлетпĕр. Мухтав Турра çакăншăн, вăрçă çинчен мана юратнă кукаçи И. Волков каласа паратчĕ. Анчах пирĕн хушăмăрта çук халĕ вăл. Унăн аса илĕвĕсене пĕрре мар тимлĕн итленĕ эпĕ. Ыйтса пĕлмелли сахал марччĕ. Çырса пынисем халĕ те пур. Кашнийĕнчех Иван Федорович иртнине каялла тавăрас мар тесе йывăрпа аса илетчĕ.

И. Волков Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă. Çемйи йышлă пулнă вĕсен. Кукаçисĕр пуçне тата пилĕк ача. Унăн ашшĕ вĕреннĕ çын пулнă. Çавăнпа Ивана та çак çул çине тăратнă. Ялти çичĕ класлă шкула ывăлĕ “5” паллăсемпе вĕçленĕ. 1941 çулта вара вăл Патăрьел педучилищине кĕнĕ. Куллен ултă çухрăма çуран çÿренĕ. Анчах ĕмĕтне вăрçă татнă. 1942 çулта ялти 7 çамрăк пĕр кунта çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вĕсенчен пĕр кукаçи çеç каялла таврăннă. Юлташĕсем çинчен аса илнĕ чухне кашнийĕшĕнчех сасси чĕтретчĕ Иван Федоровичăн.

Малтанах çамрăксене çар ĕçне хăнăхтарнă. Унтан вĕсен çарĕ Днепршăн, Киева ирĕке кăларассишĕн çапăçăва кĕнĕ. Сĕм çĕрле кукаçисем ытти десантниксемпе пĕрле юхан шывăн тепĕр çыранне ишнĕ. Хĕррине тухас умĕн ракетăсем вĕçнĕ. Автоматсемпе пулеметсем пĕр чарăнусăр пеме пуçăннă. Шыв юнпа пĕвеннĕ. Тан мар çапăçу пуçланнă. Ир енне вун çиччĕрен вуннăн çеç юлайнă. Плацдарма хамăрăн çарсем киличчен тытса тăма пултарнах вĕсем.

Салтак аса илĕвĕнче Одер, Нейс юхан шывĕсем урлă каçни те манăçман. Кукаçи Берлина тата Прагăна ирĕке кăларма хутшăннăшăн “Паттăрлăхшăн” медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш, иккĕмĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем илемлететчĕç кăкăрне.

Чăваш каччин çар çулĕ Венăра вĕçленнĕ. Виçĕ хутчен аманнă вăл. Çийĕнчен гимнастеркине хывсанах арканнă Сталинграда çĕнетме хутшăннă. Тĕрлĕ строитель специальноçне алла илнĕ. Тăван ен килех туртнă. Кунта килсен Иван Федорович вĕренĕвне малалла тăснă. Пуçламăш классене пĕлÿ паракан Ольга Ильиничнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те мĕн канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ. Ĕçшĕн илнĕ наградисем чылай. Пилĕк ача çитĕнтерсе аслă пĕлÿ панă. Вĕсенчен иккĕшĕ – педагог, иккĕшĕ – строитель, пĕри – финансист.

Кукаçи паттăрлăхĕ вилĕмсĕр, эпĕ унпа тивĕçлипех мухтанатăп.

М. КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика