10 апреля 2010 г.
Патăрьел район сучĕ Тăрăнти Н. Удалов ĕçне пăхса тухрĕ.
Пĕлтĕрхи ноябрьте Н. Удалов тăван шăллĕпе А. Удаловпа хирĕçсе кайнă. Çын пурнăçĕшĕн хăрушă ĕç тунă: ăна сулахай пĕççинчен икĕ хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Юн нумай çухатнă А. Удалова васкавлă пулăшу хăвăрт çитни çеç вилĕмрен çăлса хăварнă.
Суд Н. Удалов айăпне йышăннине шута илчĕ. Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 111-мĕш статйипе айăпларĕ. Унсăр пуçне шăллĕ больницăра сипленнĕшĕн Н. Удалова 8303 тенкĕ ытла тÿлеттермелле турĕ.
Н. АРЛАНОВ, райшалĕçпайĕн следователĕ.