АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хумхантаракан ыйтусем нумай

10 апреля 2010 г.

Пĕтĕм Раççейри “Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Республикин Наци вулавăшĕпе пĕрле районта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сферăра право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтупа Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ ирттересси пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Вăл апрелĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕслĕх библиотекăра пулчĕ. Унта район прокурор пулăшуçи Е. Иванова, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Р. Сафиуллов, “Батыревский водоканал” пĕрлешÿ директорĕ Г. Уфукова, “Уют” управляющи компанин юрисчĕ Н. Мефодьева, райадминистрацин строительствăпа обществăлла ин-фратытăм аталану пайĕн тĕп специалисчĕ Н. Яковлева хутшăнчĕç.

Йышăну Е. Иванова прокурор пулăшуçи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем хускатнă проблемăсене мĕнле пурнăçланипе, тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнипе пуçланчĕ. Малалла ыйту-хурав мелĕпе иртрĕ. Граждансене хумхантаракан ыйтусем чăннипех те нумай, анчах чи çивĕччи – электроçутта вăрлани. Пĕрисем тÿлевсĕр усă курнăшăн ыттисен хăйсен шутĕн-чен укçа кăларса хумалла. Е. Иванова ку йывăрлăхран энергипе тивĕçтерекен компанипе пĕрле ятарлă комисси туса кашни хваттере тĕрĕслеме май пуррине пĕлтерчĕ.

Çуртсене çулталăкне икĕ хут, ăшă пама пăрахнă хыççăн тата пуçличчен, пăхса тухмалла, çитменлĕхсене пĕтермелле. Шел пулин те, “Уют” управляющи компани кун пек пĕрре те туманнине пĕлтерчĕç пухăннисем.

Нумай хваттерлĕ çуртсен чылайăшĕн умĕнче çÿп-çап пухмалли контейнерсене хĕлĕпе тăкманни те паллă пулчĕ.

Йышăнăва килнисенчен нумайăшĕ хăйсене хумхантаракан ыйтусене хурав илчĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика