АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекенĕн мĕншĕн шалăва вăхăтра илмелле мар;

10 апреля 2010 г.

Районти чылай организаци, предприяти ертÿçисем ĕçлекенсен укçине банкомат урлă илме ирĕк пачĕç. Анчах та пур ертÿçĕ те коллективран килĕшÿ ыйтнă-ши;

Сăмахран, эпир, редакци ĕçченĕсем, кун пек илме хирĕç пултăмăр. Енчен те илмелли вăхăт канмалли кунсене çаклансан аванса та, ĕç укçине те эрнекун паратпăр.

Банкомат урлă илекенсен уйăхăн 7-мĕш числинче илмелле пулсан е 12, е тата та каярах илеççĕ. Кам айăпне пула çынсем хăйсен шалăвĕпе кирлĕ пек хуçаланаймаççĕ. 5 е 6 кун хушши вĕсен укçипе кам усă курать-ши; Ку Ĕçлев кодексне тата коллективлă килĕшĕве пăсни пулмасть-ши;

Эпĕ ку йĕркене пăрахăçламалла теместĕп: уйăхăн хăш числинче илмелле, çав кунах илме пултарччăр. Ахальтен çырмастăп: редакци почтине чылай çыру кĕрет.

З. АЛЕКСАНДРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика