АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурăнмалли çурт-йĕр-2010 операци пырать

10 апреля 2010 г.

Пурлăха вут-кăвартан сыхласси яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăшă кунсем çывхарса пынă май, пушар тухас хăрушлăх пушшех пысăкланать. Çавна пула Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ нарăс-çу уйăхĕсенче “Пурăнмалли çурт-йĕр-2010” профилактика операцийĕ ирттерет. Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн ĕçченĕсем те çак яваплă тапхăра хутшăнса халăхпа профилактика тата ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Ку таранччен вĕсем районти 810 кил-çурта тĕрĕсленĕ. Çак шутра нумай ачаллă, ĕçкĕпе иртĕнекен, пĕччен пурăнакан 440 çемье. Пирĕн сотрудниксем операци тапхăрĕнче 1972 çынна пушар хуралĕн йĕркине пăхăнмаллине ăнлантарса панă, 15 кил хуçине вара вут-кăварпа çыхăннă йĕркесене тĕпе хуманран явап тыттарнă.

Пушар çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăрушă, синкерлĕ, нумай пурлăха пĕтерет. Çавăнпа та яланах асăрхануллă пулмалла.

Н. СЕЛИВАНОВА, пушар хуралĕн инструкторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика