АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутлашни мĕн хака ларать

10 апреля 2010 г.

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Налук Кодексне улшăнусем кĕртрĕç. Çак саккун нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен вăйра.

Районти суд е миравай тÿре (судья) патĕнче пăхакан ĕçсемшĕн тÿлекен налук (патшалăх пошлини) икĕ хут ÿсрĕ темелле. Сăмахран, хăйне майлă уйрăм ĕçсем (особый производствăпа), çавăн пекех патшалăх тата вырăнти влаçсен е унта ĕçлекен çынсен йышăнăвĕсемпе, ĕçĕсемпе ки-лĕшмен чух пăхакан ĕçсем-шĕн унччен 100 тенкĕ тÿленĕ пулсан, халь 200 тенкĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăнман ĕçсем пăхнăшăн çавăн чухлех тÿлемелле. Мăшăртан уйрăлас тесен унччен 200 тенкĕ тÿленĕ, халь – 400 тенкĕ.

Укçа-тенкĕпе, пурлăхпа, укçа çине хума пулакан япаласем çинчен тавлашу пырать пулсан, судра ĕç пуçарнă чух çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн çакăн пек налук тÿлемелле:

– ĕç хакĕ 20 пинрен пуçлансан – ĕç хакĕн 4 процентне, анчах та 400 тенкĕрен кая мар;

– ĕç хакĕ 20 пин те пĕр тенкĕрен пуçласа 100 пин таран пулсан – 800 тенкĕ, ун çумне ĕç хакĕнчен 20 пинрен иртекен суммин 3 процентне хушмалла;

– ĕç хакĕ 100 пин те пĕр тенкĕрен пуçласа 200 пин таран пулсан – 3 пин те 200 тенкĕ, ун çумне ĕç хакĕнчен 100 пинрен иртекен суммин 2 процентне хушмалла;

– ĕç хакĕ 200 пин те пĕр тенкĕрен пуçласа пĕр миллион таран пулсан – 5 пин те 200 тенкĕ, ун çумне ĕç хакĕнчен 200 пинрен иртекен суммин 1 процентне хушмалла;

– пĕр миллионран малалла пулсан – 13 пин те 200 тенкĕ, ун çумне пĕр миллионран иртекен суммăн 0,5 процентне хушмалла, анчах та пурĕ 60 пинрен мала мар.

Сăмахран, ĕç хакĕ 130 пин тенкĕ пулсан, патшалăх пошлинине çакăн пек шутласа кăлармалла: (130000-100000)х2:Ç3200ç3800 тенкĕ.

Суд йышăнăвĕсене, палăртăвĕсене тепĕр хут илес тесен е ĕçри мĕнле те пулин хутсен копийĕсене тутарма кашни листашăн 4 тенкĕ тÿлемелле, анчах та 40 тенкĕрен кая мар.

Саккунра патшалăх пошлинине тÿлессинчен хăтарассине те пăхса хăварнă. Сăмахран, ĕç укçи е ытти ĕç прависемпе çыхăннă ĕçсемпе, алимент шырассипе, сывлăха сиен кÿнĕ е çемье хуçи вилнипе çыхăннă ĕçсемпе, уголовнăй йĕркене пăснипе пурлăха е сывлăха сиен кÿнине шырассипе, япала илекенсен прависене пăснипе çыхăннă ĕçсемпе, суд-пристав чинĕ ĕçĕпе килĕшмесĕр çăхав çырнă чух, пенси илекен çынсем Пенси фондне хирĕç укçа-тенкĕ пирки тавăç пуçарнă чух налук тÿлемелле мар. Унсăр пуçне пошлина тÿлессинчен Аслă вăрçă ветеранĕсене, 1 е 2 ушкăнри сусăр çынсене, Чернобыль инкекне сирсе яма хутшăннă çынсене хăтарнă.

Судăн тата миравай судьясен тавăç пуçаракан ыйтнипе, унăн укçа-тенкĕ енчен йывăр пулсан, патшалăх пошлинине пĕчĕклетме, каярах тÿлеме, е пайăн-пайăн тÿлемелле тума та ирĕк пур.

Е. ХИТРОВА,

судья пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика