10 апреля 2010 г.
Эпĕ Алманчăри вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренетĕп. Класс ертÿçине Валентина Владимировна тесе чĕнеççĕ.
В. Никитина асăннă шкулта 25 çул пĕр улшăнмасăр ĕçлет. Пĕрремĕш класранпах пире вăл çырма-вулама çеç мар, ырă, туслă, ĕçчен, тирпейлĕ, тараватлă, маттур, хастар, паттăр çын пулма вĕрентет. Эпир ăна хамăрăн вăрттăнлăхсене те уçса паратпăр, унран канаш ыйтатпăр.
А. НИКИТИНА.
КĕНЕКЕПЕ ТУСЛĂ АЧАСЕМ
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта “Нумай кĕнеке вулакан ача” конкурс ирттерчĕç. Вăл юмахри геройсенчен пуçланчĕ. Ачасем кĕнеке выставки йĕркелерĕç, тĕрлĕ сăвă вуларĕç, юмах тупсăмĕсене тупрĕç.
5-8-мĕш классем хушшинче викторина тата конкурс иртрĕ. Вăйăсенче çĕнтернĕ ачасене парнесем пачĕç.
1-2-мĕш классен “Манăн юратнă юмахри герой” темăпа ÿкерчĕк тумалла пулчĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.