10 апреля 2010 г.
Ялта мĕн ĕлĕкренех ĕне, лаша, сурăх, качака усранă. Ку выльăхсене паян та чылайăшĕ тытаççĕ. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра пурăнманнисене те курма пулать. Акă, Канаш районĕнчи пĕр çемье страуссем ĕрчетме тытăннă. Какайĕ те, çăмарти те хаклă йышши апатсен шутне кĕрет иккен. Пирĕн районта та зоопаркра çеç курма пулакан выльăхсене тытакансем пур. Акă, Патăрьелĕнче пурăнакан Бельдековсем 2003 çултанпа ашак усраççĕ.
Чечняран – чĕрĕ парнепе
Чечняри лару-тăру çивĕчленсе пынă вăхăтра милицинче ĕçлекенсене унта илсе кайма пуçларĕç, хăшĕ-пĕри 2-3 хут та çитсе килнĕ. Çул-йĕр инспекторĕнче вăй хуракан Н. Бельдеков та Чечняра пĕрре мар пулнă. Шăпах 2003 çулта ăна шăпа туллă-сăртлă вырăна илсе çитернĕ. Çакăнта чăваш арçынни ватă чеченецпа паллашать, унпа пĕр чĕлхе тупать. Ĕçре те нумай пулăшать. Вутă çурмалла е шыв ăсса кĕмелле – нихăçан та хирĕçлемен. Сыв пуллашнă чухне чеченец асăнмалăх парне, сурăхран кăшт çеç пысăкрах ашак парнелет. Çул çинче май пур таран упраса çамрăк выльăха килне илсе çитерет-çитеретех Николай Васильевич. Чылай шухăшланă хыççăн ăна Аланка ят парать.
Халиччен телевизорпа кăна курнă чĕр чуншăн килĕнче мĕнлерех хĕпĕртени каламасăрах паллă. Василийпе Антон ывăлĕсем, Оля хĕрĕ ашак патне шкула кайичченех кĕрсе тухнă, килсессĕн ун патĕнчен кайма пĕлмен. Çилхине тĕрлĕ прическăсем туса урамра уçăлтарса çÿренĕ, пĕчĕк ача пекех пăхнă. Вăл вăхăтра Патăрьелсем те кунта çук выльăха тĕлĕнсе те тинкерсе сăнанă.
Малтанласа çамрăк выльăх хăйне кунта пит ют туйнă, сасси те тунсăхлăн илтĕннĕ. Халĕ хăнăхнă, хуçисене сасран кăна мар, утса килнинченех туять.
– Ашаксем питĕ ăслă та сисĕмлĕ. Апата та ытлашши тиркемест, анчах суйласа çиет, – тет кил хуçи мăшăрĕ А. Бельдекова.
Выльăха ÿснĕçемĕн ĕçе хăнăхтарнă, кÿлме тытăннă. Николай Васильевич ашак валли ятарласа эрешлесе урапапа çуна тунă. Çуллахи вăхăтра унпалан пурте пĕрле е ачисем хăйсем кăна Кивĕ Ахпÿрте е Туçана çÿренĕ. Хĕлле юр тăкнă, çулла шыв турттарнă.
Пĕрремĕш ĕç укçи
Ашак Бельдековсен килĕнче пурăнма пуçланă хыççăн ачасемшĕн савăнăç кăна мар, ĕç те хутшăннă. Çамрăкранах выльăха пăхма, ашшĕ-амăшне пулăшма вĕреннĕ. Малтан та вĕсемшĕн ĕç ют пулман, хваттерте пурăнсан та кайăк-кĕшĕк чылай усранă.
Инçетрен илсе килнĕ выльăхпа Василийпе Антон хăйсене валли шкула каймалли япаласем туянмашкăн укçа тума май тупнă. Районта иртекен Акатуй-сабантуй уявĕнче ачасене ашакпа ярăнтарса савăнтарнă, хакне те пысăках туман. Хăйсене çăмăлах килмен пулин те чăтнă, укçа алла мĕнле йывăрпа кĕнине ăнланнă. Арçын ачасен пĕрремĕш шалăвне ĕçлесе илме тăватă ураллă тусĕ пулăшни вĕсене тата та ытларах хавхалантарнă.
Иккĕнре-çке пурнăçăн илемĕ
Çитĕннĕ ашак тунсăхлăн кил картинче тăни кил хуçине хумхантарнă, çавăнпах ăна валли юлташ шырама пикеннĕ. Шупашкар районĕнчи пĕр çемьере ашак усранине пĕлсен Н. Бельдеков вĕсем патне çул тытнă. Çапла майпа тепри, Ногтя хутшăннă.
Ăçта иккĕн, унта виççĕмĕш тупăнать: часах Аланка тиха туса панă. Туянас кăмăллисем те тупăннă. Халь çак кăсăклă выльăха Татмăшра, Елчĕк районĕнче, Хусанта курма пулать. Çуллахи вăхăтра мăшăрлă ашаксене Патăрьелĕнче те сăнама май пур.
Çак тĕлĕнмелле выльăхсем районта, республика шайĕнче иртекен ял хуçалăх куравĕсене те хутшăннă, призсемпе таврăннă. Кунта та вĕсемпе питĕ кăсăкланнă.
Патăрьел районĕнче ашаксем усракан пуррине пĕлнĕ хыççăн Етĕрне районĕнчи пĕр аслă çулти арçын интересленсех инçе çула кĕскетсе килнĕ. Туянас кăмăллă та пулнă, çулĕсем çамрăках марри пăшăрхантарнă.
Хальхи вăхăтра та Патăрьелĕнче пурăнакан Бельдековсем выльăхсăр пурăнмаççĕ. Çуллахи вăхăтра хур питĕ нумай тытаççĕ. Чăх евĕрлĕ кайăк, цесарка пур вĕсен.
– Манăн атте, А. Каргин тата мăшăрăн ашшĕ В. Бельдеков, ĕмĕрĕсен тăршшĕпех лашасем патĕнче ĕçленĕ. Пирĕн выльăхсене юратас туртăм иксĕмĕрĕн те ачаранах çуралнă пуль, çавăнпах выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнма питĕ кичем пек туйăнать. Вĕсем патне тухсан начар кăмăл та уçăлать. Халь пирĕн страус усрас шухăш пур, мĕнле пулать ĕнтĕ, – тет Антонина Антоновна.
Малашне пирĕн районта та пысăк та тĕреклĕ кайăка курас шанчăк çуралчĕ.
О. ПАВЛОВА.