АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурлăхпа асăну кунĕ

14 апреля 2010 г.

Смоленск патĕнче 2010 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче пулнă авиакатастрофăра вилнисемшĕн пĕтĕм çĕр-шывпа пĕрле Чăваш Ен те хурланать. Çавна май апрелĕн 12-мĕшĕнче Хурлăх кунĕ пулчĕ. Пур çĕрте те патшалăх ялавĕсене усăнтарчĕç, культура учрежденийĕсенче хаваслă мероприятисем ирттермерĕç.

Смоленск çывăхĕнчи трагеди вăхăтĕнче Чăваш Енре фашистсен концлагерĕсенче асапланнисен ячĕпе “Асăну вахти” пыратчĕ. Унта хутшăннисем самолет çинчи 96 пассажира, вăл шутра Польша президенчĕпе мăшăрне асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç.

Аса илтеретпĕр: Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă мероприятисем апрелĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ “Асăну вахти” анлă акцирен пуçланчĕç.

Общественность, студентсемпе çамрăксен, хула çыннисен представителĕсем Республика лапамне пыра-пыра вăрçă ветеранĕсене, концлагерьсенче асапланнисене, вăрçăра вилнисене чыслăн асра тытнине палăртрĕç. Фашистсен лагерĕсенчен чĕрĕ тухнисем тата таврăннисем хăйсем мĕн-мĕн тÿснине куççуль витĕр аса илчĕç. Уçă пĕлĕт айĕнче вырнаçтарнă экранра вăрçă вăхăтĕнчи кинохроника кадрĕсене пăхакан çамрăксем хăранине те, тĕлĕннине те пытармарĕç.

Акци вăхăтĕнче Çветтуй Татиана чиркĕвĕнче кĕлĕ иртрĕ, “Çĕнтерÿ” мемориал комплексĕнче асăну чечек кăшăлĕсем хучĕç.

“Асăну вахтине” республика ырласа йышăнчĕ. Çавна май Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен Чăваш Енри районсенче, хуласенче тематикăллă каçсем, тĕл пулусем, класс сехе-чĕсем, калаçусем иртеççĕ.

“Асăну вахтин” вĕçлекен мероприятийĕ – Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра 2010 çулхи майăн 9-мĕшĕнче иртекен Çĕнтерÿ парачĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика