14 апреля 2010 г.
Иртнĕ эрнере районти çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссипе профилактика канашĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕн пулăшуçи В. Путяков хутшăнчĕ.
Анлă ларури тĕп ыйтусенчен пĕри – Республика кунне хатĕрленсе урамсене, тĕрлĕрен организаци-предприяти, çуртсен умĕсене, çынсем йышлă çÿрекен вырăнсене тасатасси, тирпейлесси, капăрлатасси. Çак тĕллевпе ку таранччен вырăнсенче мĕнле ĕçсем пурнăçланине Патăрьел, Тăрăн, Шăнкăртам, Ыхра Çырми, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕсем отчетсем туса пачĕç, малашне пурнăçламалли плансемпе паллаштарчĕç. Районти Роспотребнадзорăн территори пайĕн специалисчĕ О. Иванова çÿп-çап тăкмалли сарăмсăр вăрттăн вырăнсене пĕтерес, ку тĕлĕшпе ял тăрăх пуçлăхĕсен ĕçе ăнăçлă йĕркелес, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерес ыйтусене çивĕчлетрĕ.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа – районти çамрăксен культурăллă канăвне кирлĕ пек йĕркелес пирки, райадминистрацин социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пайĕн специалист-эксперчĕ А. Торговцев, районти культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Овчинникова, Тăрăн, Хирти Пикшик культура çурчĕсен заведующийĕсем тухса калаçрĕç.
А. НИКОЛАЕВА.