14 апреля 2010 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Настя Михайлова пирки директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Г. Митрофанова сахал мар ырă сăмахсем каларĕ. Хĕр ача тăрăшуллă, ĕçчен, вĕренÿшĕн пысăк яваплăх туйнине палăртрĕ. Класс ертÿçи Л. Потапова вара Настя хăйшĕн сылтăм алли пулнине палăртрĕ.
Ыттисенчен уйрăлсах тăмасть хĕр ача. Юлташĕсене пулăшма яланах хатĕр. Обществăлла мероприятисенчен пĕринчен те юлмасть. Спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Каяс пулсан Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче пĕлÿ пухма тивĕçлĕскер. Анчах алла аттестат ялтах илесшĕн.
Йăмăкне те нумай пулăшать Настя. Иккĕшĕ пĕрле ăмăртса малти вырăнсене сахал мар тухнă вĕсем. Сăмах май çакна та палăртмалла: спортпа туслă çемье Михайловсем. Валерий Петровичпа Валентина Владимировна хăйсем те ăмăртусенче финиша малтан кĕни сахал мар пулнă. Класшăн та кăтартуллă çемье. Пĕрлехи мероприятисене хутшăнма хирĕçлемеççĕ. Класс сехетне пĕр хутчен çеç чĕнмен ашшĕпе амăшне шкула. Çавра сĕтел хушшинче вĕри сăмавартан чейпе торт çини те ачасене пĕр-пĕринпе тата çывăхлатать.
Настя кĕçĕннисемшĕн килĕнче те тĕслĕхлĕ. Тирпей-илеме юратать вăл. Чечек çитĕнтерме ăста.
Юлташĕсен хисепĕ пурах. Ыттисем унран сахал мар тĕслĕх илеççĕ. Çавăнпа тивĕç пулчĕ те хĕр ача Президент стипендине.