14 апреля 2010 г.
Çак кунсенче Татмăшра пурăнакан И. Никифоров вăрçă ветеранĕ 90 çул тултарнă. Сăнран пăхсан вара Иван Филимоновича никам та çав çула çитнĕ тесе хакламасть. Мăшăрĕпе – Агафия Захаровнăпа вĕсем çичĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Иван тете вăрăм ĕмĕрне чăн малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе çыхăнтарать. Ветеран темиçе çул ĕнтĕ курăк таврашĕпе сывлăха çирĕплетме “ЗОЖ” (“Здоровый образ жизни”) хаçат çырăнса илет.
И. Никифоровсен йăхĕнче нумай çул пурăнакансем татах та пур. Сăмахран, аппăшĕ 92 çулта, йăмăкĕ те тăххăрмĕш теçеткере.