14 апреля 2010 г.
Шăхач ял тăрăхĕнче чăваш, вырăс, мордва халăхĕ пĕр çемьери пек туслă пурăнать. Çак кунсенче кунта Мордва халăх культурин кунĕ иртнĕ. Çавна май Мордва Республикин вĕрентÿ министрĕн çумĕ Г. Явкина ертсе пыракан пысăк ушкăн Шăхачра пулнă, «Умарина» фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашнă. Хăнасем те парăмра юлман, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.
Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ляпкин аякран килнĕ хăнасене асăнмалăх сувенирсем парса чыс тунă.