14 апреля 2010 г.
Пĕлтĕрхи августăн пĕрремĕшĕнчен районта “Батыревский водоканал” тулли мар яваплă пĕрлешÿ ĕçлеме тытăнчĕ. Патăрьел ял тăрăхĕ шыв башнисене, котельнăйсене пăхса тăрассипе ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе илнĕ хыççăн вĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе унăн директорĕпе Г. Уфуковăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Галина Ильинична, шăпах çанталăк кĕр енне кайсан котельнăйсене юсаса хута ярасси, шыв башнисене ĕçлеттересси çăмăлах марри каламасăрах паллă. Йывăрлăхран мĕнле тухрăр;
– Хутмалли сезон çывхарса килнипе тÿрех ĕçе пикентĕмĕр. Ун чухне рабочисем те çиччĕн кăначчĕ, апла пулин те вĕсем тăрăшса вăй хунине пула пĕр уйăхра ĕçе вĕçлерĕç. ОКЦ патĕнчи шыв башнине те модернизацилеме тиврĕ. Унччен унти виçĕ çуртра пурăнакансем шывсăр нушаланнă, башня киввине пула час-часах ĕçлеме пăрахнă, сивĕ чухне шăнса ларнă. Халĕ шыв скважинăран тÿрех котельнăйне пырать, кайран çынсем патне саланать. Çавăн пекех тепĕр башньăна та çĕнетнĕ.
Райадминистраци пулăшнипе икĕ котельнăйне, професси училищи тата ОКЦ патĕнчисене, газпа ăшăнмалла турăмăр.
–“Батыревский водоканал” пĕрлешÿ халь нумай хваттерлĕ çуртсене те пăхса тăрать иккен...
– Котельнăйсемпе, шыв башнисемпе ĕçлеме пуçланă вăхăтрах пире ОКЦ патĕнчи нумай хваттерлĕ виçĕ çурта тирпейлесе тăма сĕнчĕç, килĕшрĕмĕр. Кайран ыттисем те куçма кăмăл турĕç, çакăн чухне пирĕн “Управдом” пĕрлешÿ çуралчĕ. Халĕ ун çинче нумай хваттерлĕ 17 çурт шутланса тăрать. Киров урамĕнчи çĕнĕ 14-мĕш çурт та пирĕн тивĕçтерÿсемпе усă курма кăмăл турĕ.
– Галина Ильинична, эсир кăшт маларах рабочисем сахалтараххи пирки асăнтăр. Хальхи вăхăтра вĕсем çителĕклĕ-и; Техника енчен тата мĕнлерех;
– Операторсемпе пĕрле 40 рабочи, тĕп специалистсем те çителĕклĕ. Ĕçлекенсем хушшинче ытларах çамрăксем, çакă мана питĕ савăнтарать. Специальноçĕпе пĕлĕвĕсене аталантарас текенсене ăс пухма та яратпăр. Иккĕн вĕренсе килчĕç.
Специалистсемпе рабочисем хушшинче çур çĕрччен дежурство та йĕркеленĕ, вĕсене хуть миçере те чĕнсе илме пултараççĕ.
Ĕçлекенсем хушшинче пĕр ырă йăла пур: инженер-и, ахаль рабочи-и, “ман тумалла мар кăна” темеççĕ, тытаççĕ те юсаççĕ.
Техникăран та чухăнах мар: тракторсем, экскаватор, çăра шĕвеке турттаракан ятарлă машина, çынсене илсе çÿреме УАЗ пур.
– Хальхи вăхăтра мĕн ĕç-летĕр;
– Рабочисем нумай хваттерлĕ çуртсем умне тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ. Паян-ыран ишĕлес пек ларакан, усă та курсах кайман хуралтăсене пăсаççĕ, çÿп-çапа турттарса тухма трактор кĕмелле тăвасшăн. Ăпăр-тапăр пăрахма ятарлă лаптăк хатĕрлеççĕ. Малашне шыв юхмалли ятарлă шăтăксем тума, контейнерсем лартма палăртнă.
– Çÿп-çапа хăвăр техникăпах турттаратăр-и;
– Эпир “Полигон” пĕрлешÿпе килĕшÿ тунă, вĕсем эрнере виçĕ хутчен çÿп-çапа тиесе каяççĕ.
– Галина Ильинична çитес вăхăтра мĕн-мĕн тума палăртнипе кăштах паллаштараймастăр-и;
– Кăçал районта Республика кунĕ иртет, çавна май чи малтанах хамăр ĕçлекен çурт, унчченхи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх вырнаçнă здани умне тирпейлемелле. Карта тытмалла. Нумай хваттерлĕ çуртсене те илемлетмелле. Çакна та хушса калас килет: хваттерте пурăнакансен çурт умĕнчи тасалăха хăйсен те тытса тăма тăрăшмалла.
Хутмалли сезон вĕçленсе пырать, çавна май котельнăйсене те юсама тытăнмалла. Кăçал вĕсем çĕмрĕлсех тăчĕç пулин те ăшăран татман, халь тĕпрен “сиплемелле”. Хутмалли сезон валли кнопка пусмалли кăна юлтăр.
– Калаçушăн тавах, Галина Ильинична! Ĕçре ăнăçу пултăр.
О. ПАВЛОВА калаçнă.