14 апреля 2010 г.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ “Суйлав – кирлех” вĕренÿпе суйлав проекчĕ йĕркеленĕ. Ăна çамрăксене суйлав ĕçне явăçтарас шутпа хатĕрленĕ. Ун тăрăх конкурссем пыраççĕ. Кĕрешÿре Патăрье-лĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 11-мĕш класри Е. Кошкина (команда капитанĕ), Н. Туктанова, К. Рубцова, Г. Тямина, О. Тупикин, Д. Кузнецов, В. Мазяков вăй виçме тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем кăнтăр енчи районсем хушшинче пĕрремĕшсем.
Команда ертÿçи тата сценарипе шухăш авторĕ – Н. Козлова. Наталья Александровна – обществознани учителĕ. Вăлах ачасене çак мероприятине хатĕрленĕ.
Йĕпреç, Красноармейски, Çĕмĕрле, Шупашкар хулинчи Мускав районĕн, Çĕнĕ Шупашкар хулин командисем хушшинче Патăрьелсем II вырăн çĕнсе илчĕç. “Руки вверх” ушкăна жюри членĕсем темăпа шухăш тĕлĕшĕнчен пысăк шайра хакларĕç. Команда Ярославль хулинче республика, район, шкул чысне хÿтĕлеме тивĕç пулчĕ. Эпир çакăншăн савăнатпăр. Маттур та пултаруллă çамрăксем чăвашсен ятне ямĕç тесе шутлатпăр.
О. КАЛЛИНА.