17 апреля 2010 г.
Апрелĕн 13-15-мĕшĕсенче Мускаври Тĕнчери суту-илÿ центрĕнче Тĕнчери II конгресс-партнеринг тата биотехнологипе биоэнергетика куравĕ иртнĕ. Ăна Раççейри биотехнологсен Ю.А. Овчинников ячĕллĕ пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Çак форума Патăрьел район пуçлăхĕ Николай Глухов та хутшăннă.
Н. Глухов пирĕн корреспондента пĕлтернĕ тăрăх, пленарлă тата сессиллĕ ларусем, çавра сĕтелсем 7 енĕпе иртнĕ. Вĕсенче СШАри, Бразилири, Японири, Коре-йăри, Индири, Китайри, Европăри тата СНГри ытти çĕр-шывсен бизнеспа наука деятелĕсем тухса каланă. Çавăн пекех Раççей тата ют çĕр-шывсенче ĕçлекен вырăс ăсчахĕсем пĕлтернисем те кăсăклă пулнă. Чăваш Ен биотехнологисене тата биоэнергетикăна аталантарас енĕпе тимлĕрех ĕçлеме пуçланă пирки çак конгреса хутшăнни Чăваш Республикин делегацийĕшĕн усăллă пулнă.
Н. Глухов “Топливо тата энерги (Биоэтанол – 2010)” секци ĕçне хутшăннă. Ку секцире биотопливăсемпе, 1-мĕшпе 2-мĕш ăрури биотопливăпа çыхăннă саккунсемпе патшалăх политикине, тыр-пулран, йывăçран биоэтанол тумалли бизнесăн экономикăллă усăллăхне сÿтсе явнă.
(Хамăр корр).