17 апреля 2010 г.
Пирĕн ентеш Ирина Калентьева маунтинбайк спорчĕ енĕпе çитĕнÿсем туса тăтăшах савăнтарать.
Апрелĕн 11-мĕшĕнче Швейцарири Лугано хулинче маунтинбайкăн олимпиада шутне кĕрекен енĕпе – кросс-кантрипе тĕнчери турнир иртнĕ. Ирина Калентьева унта питех те ăнăçлă ăмăртнă. Икĕ хут тĕнче чемпионки, Пекинри Олимпиада призерĕ хальхинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Франци спортсменкине Сесия Раванеле виçĕ секунд, Итали спортсменкине Ева Лехнера 20 секунд кая хăварма пултарнă Ирина. Вĕсем те тĕнчере чи вăйлисен шутне кĕреççĕ.
Ирина Калентьеван черетлĕ çитĕнĕвĕ район çыннисене, уйрăмах Нăрваш Шăхальсене, чунтан савăнтарать.
А. АНДРЕЕВ.