АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан чиртен асăрханмалла

17 апреля 2010 г.

Патăрьел районĕнчи санитарипе эпидемие хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕп ыйту уртаракан чиртен сыхланас, ялсенче йытă-кушак усрамалли йĕркене пăхăнас пирки пулнă.

Ларура çакна палăртнă: уртаракан чиртен сыхланас тĕллевпе хăш-пĕр ĕçсем тунă. Çынсен тата чĕр чунсен пĕрлехи чирĕсенчен асăрханмалли мероприятисене 2010-2014 çулсенче ирттермелли комплекслă план пур. Патăрьел районĕн территорийĕнче тулашри тирпей-илеме, тасалăха, йĕркелĕхе пăхăнмалли Правилăсене çирĕплетнĕ. Унта килти чĕр чунсене (йытăсемпе кушаксене те) усрас енĕпе палăртнă пунктсем те пур. Вырăнти бюджетра çапкаланчăк йытăсене тытма укçа уйăрнă. Ку тĕллевпе ял тăрăхĕсенче 14 бригада йĕркеленĕ. 2009 çулта хуçасăр 335 йытăпа кушака тытнă, 2101 йытта, 1066 кушака ветеринарсем прививка тунă.

Çапах та тискер чĕр чунсемпе килти выльăхсем уртаракан чирпе чирлес хăрушлăх пур-ха. Районта 2008 çулпа танлаштарсан чĕр чунсем çынна çыртасси 26,9 процент ÿснĕ. Кун пек тĕслĕхсене Шăнкăртам (10 тĕслĕх), Первомайски (8), Çĕнĕ Ахпÿрт (7), Тăрăн (6), Тутар Сăкăт (4), Пикшикипе Турхан (2-шер), Туçа, Н. Шăхаль, Ыхра Çырми (3-шер), ял поселенийĕсен территорийĕсенче шута илнĕ.

Кăçал кăна выльăхсем çынна çыртнă 11 тĕслĕх пулнă, 159 кушака, 232 йытта вакцинациленĕ, тытса хупни пулман. Пурĕ 56 çын медицина пулăшăвĕ илнĕ.

Выльăхсене вăхăтлăха тытса усрама пĕр вольер пур. 15 сунарçăна прививка тунă.

Комисси ларăвĕнче çитменлĕхсемпе кăлтăксене те чылай палăртнă. Вĕсене пĕтерес тĕллевпе тивĕçлĕ йышăну тунă.

Унта Патăрьел, Шăнкăртам, Первомайски, Сăкăт, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем йытăсемпе кушаксене усрамалли Правилăсене пурнăçлас енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă.

Патăрьел район пуçлăхĕ 2004 çулхи майăн 31-мĕшĕнче тулашри тирпей-илеме, тасалăхпа йĕркелĕхе пăхăнасси çинчен кăларнă йышăнăва пурнăçлассипе кашни ял поселенийĕнче конкретлăрах ĕçлемелле. Шалĕçпай сотрудникĕсемпе пĕрле килте тĕрлĕ чĕр чун тытакансемпе ăнлантаруллă ĕç тумалла, Правилăсене пăсакансем пирки витĕмлĕ административлă мерăсем йышăнмалла. Хуçасăр йытă-кушака тытакан бригадăсен ĕçне лайăхлатмалла.

Комисси йышăнăвĕнче Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци, тĕп райбольница, Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн филиалĕн ертÿçисене уртаракан чиртен асăрханас енĕпе витĕмлĕрех ĕçлеме сĕннĕ.

А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика