17 апреля 2010 г.
Районта “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акци пынă май Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра “Наркомани – пурин проблеми” темăпа çавра сĕтел йĕркеленĕ. Мероприятие Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул ачисем хутшăннă. Вĕренекенсемпе районти тĕп больницăри врач-нарколог Н. Надина наркотиксен сиенĕ, вăл организма мĕнле хавшатса хăварни, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай инспекторĕ Н. Салмина наркомани республика тата район шайĕнче мĕнле ÿссе пыни, библиотекăн пай пуçлăхĕ Н. Ракова çул çитмен ачасемшĕн наркотик пысăк тăшман пулни çинчен ĕненÿллĕ каласа панă.
Вĕренекенсем хăйсене интереслентерекен тĕрлĕрен ыйту панă, наркотикпа усă куракана тата упракана мĕнле айăплав кĕтнипе кăсăкланнă. Юлашкинчен пĕрле пăхнă “Пурăнма панă ирĕк” фильм пурин кăмăлне те кайнă.
Çăмăллатнă кредитпа усă кураççĕ
Районта патшалăх паракан çăмăллатнă кредитпа усă куракансем йышлă. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2006 çултанпа 4365 хуçалăх 711 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку ĕç малалла та пырать. 2010 çулхи пĕрремĕш кварталта килти хушма хуçалăха аталантарма 175 çемье 28 миллион тенкĕ укçа илсе тĕллевлĕ усă курнă. Район ĕçченĕсем кризис тапхă-рĕнче те пурнăç условийĕсене лайăхлатма мелсем тупса пынине ырламалла çеç.
Пĕтĕмĕшле илсен районти хушма хуçалăхсен 33 проценчĕ, е урăхла каласан, пĕрре-виççĕмĕш пайĕ çăмăллăхсемпе усă курать. Шăнкăртампа Тăрăн ял тăрăхĕсенче вара çак ĕç тата ăнăçлăрах пырать. Вĕсем кил сиктерсе наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кредит илнĕ.