17 апреля 2010 г.
Пушар тени çынсене тĕрлĕ сăлтавпа инкек кăтартма пултарать. Вĕсенчен пĕри – çуртăн е мунчан кăмаки юсавсăр пулни. Çак сăлтавпа Мăнкун умĕнхи шăматкун Сăкăтра пурăнакан С. Чиркин хуçалăхĕнчи мунчара пушар тухнă. Вут-кăвар хуралтăсене сиенленĕ.
Ял çынни кашни эрнерех, çу кунĕсенче эрне варринче те, мунча хутса çăвăнма хăнăхнă. Çавăнпа та мунча кăмаки те, мăрйи те пысăк хĕрÿлĕхпе çуркаланма пултарать. Çак сăлтавпа çемьепе пуçтарнă пурлăх çунса ан кĕллентĕр тесен, вĕсене юсасах тăмалла.