17 апреля 2010 г.
Кивĕ Катекре вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен ытларахăшĕ – хĕрарăмсем. Çак эрнере Александра Платоновна Платонова тыл хастарĕ 99 çул тултарнă. Пурнăçра сахал мар хура-шур курнă Санюк аппана никам та çак çулта тесе хаклаймĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те хăйех пурнăçлать вăл, хуçалăхне те тытса тăрать, вутне те хутать, магазина та кайса килет. Тăватă уйăхра чухне ашшĕнчен, ултă уйăхра амăшĕнчен хăр тăлăха юлнăскерне, чăнах та, Турă çирĕп сывлăх, чăтăмлăх панă. Нумай пулмасть вăл ялти ытти ватăсемпе пĕрле районти тĕп больницăна диспансеризацине те кайса килнĕ. 100 çул тултаракан хĕрарăмăн харсăрлăхĕнчен тухтăрсем те тĕлĕннĕ.