17 апреля 2010 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи районти пиншер çыннăн пурнăçне татрĕ, вĕсене сусăрлатрĕ, çемйисене тăлăха хăварчĕ. Паттăрсен ячĕсем паянхи кунчченех чĕррисемпе юнашар, манăçмаççĕ. Çакнашкал çынсем çывăх тăвансем, паллакансем хушшинче те йышлă. Атте енчен И. Чернов, Н. Чернов, И. Казаков, Д. Казаков, анне енчен Григорийпе Петр Петровсем вăрçă хирне выртса юлнă. Вĕсемпе пĕртăван Алексейĕн телейĕ урăхларах пулнă, вăл тăватă хутчен танкра çуннă, çапах ăна тăван киле таврăнма шăпа пÿрнĕ. Ашшĕ вара вăрçăран инвалид таврăннă.
Манăн анне аппăшĕн, Сăкăтри К. Ксенофонтован шăпи те синкерлĕ пулса тухнă. Атте, Максим Яковлевич Капустин та вăр-çă йывăрлăхне сахал мар чăтнă. Нумай пысăк хуласемпе ялсене ирĕке кăларнă, пĕрре мар вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Вăрçăран 1946 çулхи март уйăхĕнче таврăннă. Эпĕ ас тăвасса унăн вăрçăчченхи чи çывăх юлташĕ – Ф. Румянцев вара малтанхи çапăçусенчех пуçне хунă. Мир тата Владимир ывăлĕсем тăлăх, ашшĕсĕр ÿсрĕç. Çакнашкал паттăрсен ячĕсене нумай-нумай шутласа кайма пулать. Вĕсем пурте пирĕн асăмăрсенче.
Манăн шăпа та пиншер çынсенни пекех синкерлĕ пулма пултарнă. Мухтав Турра, паянхи кунчченех пурăнатăп, 1939 çултанпах тăван кĕтесрен тухса кайнăскер, вăрçăри юлташсене те тăтăшах аса илетĕп.
Пурнăçра эпĕ хама яланах яваплă вырăнта курнă. Милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн нумай çул йĕрке хуралĕнче, ĕçлесе юсанмалли колонинче тăрăшрăм. Тивĕçлĕ канăва кайни çирĕм çул ытла пулин те, Козловка-Пăлакасси тăрăхĕпе унăн çыннисем асран тухмаççĕ. Ростов облаçĕнчен вĕсем патне салам яратăп.