АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогика идейисен фестивалĕ

17 апреля 2010 г.

Унта хутшăнса Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта уçă уроксем иртрĕç. Вĕсенче педагогсем компьютерпа, интерактивлă доскапа, цифрлă вĕрентÿ ресурсĕсемпе усă курчĕç. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г. Сабитова тăххăрмĕш класра “Паянхи пурнăçри биологи вырăнĕпе пĕл-терĕшĕ” темăпа урок ирттерчĕ. Вĕренекенсем наука терминĕсене усă курса биологи медицинăра, промышленноçра, генетикăра, селекцинче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç. Вĕрентекен Чăваш Ен Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çыру йĕркисене тимлĕх уйăрчĕ. Интернета кĕрсе нано- тата биотехнологисен терминĕсене пĕлчĕç. Предмета вĕренни обществăна аталантарма пулăшнине, çут çанталăк пуянлăхĕсене упрама хăнăхтарнине, тăван тавралăх илемне тытса тăма аса илтернине палăртрĕç.

Тăван ен культурин учителĕ А. Абянова уçă урока çĕр ĕçĕн темипе çыхăнтарчĕ. Ачасемпе çăкăр туса илесси, ăна перекетлесси, çĕрпе ĕçлекенсен ĕçне хисепе хурасси çинчен калаçрĕ. Урока выставка та хатĕрленĕ. Кăп-кăпăшка çаврака çăкăр, акмалли культурăсем, ĕç хатĕрĕ пулчĕ унта. Вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Истори учителĕ Г. Сабитова уçă урока 1861 çулхи реформа темипе ирттерчĕ. Çĕнĕ темăна вĕреннĕ чухне те ачасене унпа çыхăннă хушма ыйтусем парса пычĕ. Интернетри пуян материала кăларчĕ. Вĕрентекен ертсе пынипех А. Некрасовăн “Кому на Руси жить хорошо” сăввине тишкерчĕç.

Çĕнĕ тухнологисене ĕçе кĕртсе ирттерекен уроксем вĕренекенсене шырав, тĕпчев ĕçне явăçтараççĕ, хăйсен шухăшĕсене уçса пама пулăшаççĕ.

Ч. ВАХИТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика