17 апреля 2010 г.
Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнче предметсен эрнисене ирттерсех тăраççĕ, çакă ачасен пĕлĕвне, тавра курăмне ÿстерме пулăшать.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа пуçламăш классен, право, физикăпа математика эрнисем пулчĕç. Нумай пулмасть вара вырăс чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Г. Шаймина вĕрентекен ертсе пынипе 9-мĕш класра вĕренекенсем “А.С. Пушкин” темăпа брейн-ринг йĕркелерĕç. А.С. Пушкин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем çине Д. Плешков команди лайăхрах хуравларĕ.
5-8-мĕш классем хушшинче КВН пулчĕ, вырăс чĕлхине тĕплĕнрех пĕлекенсем 7-мĕш классем пулчĕç. А. Пушкин юмахĕсене кам лайăхрах пĕлнипе те тупăшрĕç. Ачасем поэт юмахĕсене юратса вулани палăрчĕ, анчах 8-мĕш классене çитекеннисем пумарĕç.
А.П. Чехов 150 çул çитнине халалласа литература каçĕ иртрĕ. Чи малтанах писатель пурнăçĕпе çырнă произведенисем пирки презентаци курчĕç. Унтан 5, 6, 7-мĕш классем А. Чехов калавĕсене сцена çинче кăтартрĕç. Улттăмĕшсем калăпланă “Лошадиная фамилия” инсценировка куракансене ытларах килĕшрĕ. Чи маттур артистсем А. Еремеев, А. Мартышкина, К. Чернова пулчĕç.
Çĕнтерÿ уявĕ çывхарнă май Л. Казакова “Строки, опаленные войной” композици йĕркелерĕ. Вĕренекенсем вăрçăра вилнĕ çамрăк поэтсен, поэт-фронтовиксен сăввисене вуларĕç, вăл вăхăтра çырнă юрăсене юрларĕç.
Л. КАЗАКОВА. Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ.