17 апреля 2010 г.
Кăçалхи виçĕ уйăхра Патăрьел районĕнче 7 çул-йĕр инкекне шута илнĕ. Вĕсенче 13 çын аманнă, 3 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан инкексен шучĕ 2 тĕслĕх чакнă, вилекен те сахалрах пулнă, анчах та аманнисен хисепĕ ÿснĕ. Çавăнпа та çул-йĕр çинче лăпкă тесе калама çук.
Пĕрремĕш кварталта пĕр ÿсĕр водитель авари тунă, унта пĕр çын аманнă. Ют çĕртен килнĕ транспорта пула пĕр инкеке шута илнĕ, унта 7 çын аманнă, 2-шĕ пурнăçран уйрăлнă.
Çуран çÿрекенсем хутшăннипе инкек нумаййи пăшăрхантарать. Ку сăлтавсемпе 3 инкеке шута илнĕ, вĕсенче 4 çын аманнă, пĕр çын вилнĕ.
Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе пĕр инкек пулнă, пĕр çын аманнă.
Çул-йĕр инкекĕсенчен асăрхаттарас тĕллевпе кăçалхи пĕрремĕш кварталта ирттернĕ тĕрĕслевсенче çул-йĕр правилисене пăснă 2261 водителе тытса чарнă, 45-шĕ руль умне ÿсĕрпе ларнă.
Март уйăхĕнче ачасем çул çинче инкек курасси ан пултăр тесе райшалĕçпайĕн ытти службисемпе пĕрле 5 рейд, 4 операци ирттернĕ. Вĕсем вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене пăснă 301 водителе тытса чарнă, 11-шĕ урă мар пулнă. Ачасем тĕлĕшпе водительсен те, ашшĕ-амăшĕн те, аслисен те тимлĕрех пуласчĕ.
А. ПЕТРОВ,
ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.