Вун çичĕ çул иртрĕ унтанпа. Вăл вăхăтра эпĕ инçетри Казахстан çĕрĕнче Павлодар хулинче пурăнаттăм, вырăнти педагогика институтĕнче философи кафедрин ертÿçинче вăй хураттăм. Чăваш çĕрĕнчен уйрăлса кайни пирки те тунсăх пусатчĕ, кунта хамăр ентешсем пурăнма пултарни çинчен шутлама та ăс çитереймен. Пĕррехинче, сăмахçинех, пирĕн кафедра доценчĕ хăйсен çуртĕнче чăваш çынни пурăннине пĕлтерчĕ. Каярахпа паллашрăмăр. Леонид Алдушев Павлодар хулинче эпĕ пĕлекен пĕрремĕш чăваш пулчĕ. Кунта вăл 26 çул пурăнать иккен.
Леонид 1950 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – Фома Петрович, амăшĕ – Перасковья Филипповна Крепков ячĕпе хисепленекен колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. 1965 çулта Леонид Алдушев Татмăшри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Ас тăватăп, йывăр вăхăтсем пулнă вăл çулсенче. Выçлă-тутлă пурăннă. Лавккана çăкăр илме кайсан та час-час питĕ вăрăм черет пулнă, çăкăрсăрах киле таврăннă.
Хаçатра пичетленнĕ пĕлтерÿпе Леонид 15 çулта Караганда облаçĕнчи Сарань хулине пырса çитет, сантехник пулма вĕренет. 1967 çулта ăна Павлодар хулинчи сантехмонтаж управленине ĕçлеме яраççĕ. 1969 çулхи çу уйăхĕнче çар службине илеççĕ. Венгри çĕрĕнче вырнаçнă танкпа артиллери дивизионĕнче Леонид артиллери мастерĕ пулса службăра тăрать. Салтак хыççăн каялла Павлодара, сантехмонтаж управленине таврăнать, техникума вĕренме кĕрет. 1976 çулта унтан вĕренсе тухса техник-сантехник специальноçне алла илет. Эпир паллашнă вăхăтра Леонид Фомич сантехмонтаж управленийĕнчи проектпа смета ушкăнĕнче аслă инженер пулса ĕçлетчĕ.
Хулара чылай çул пурăннăскер, Леонид Алдушев чăваш çыннисене нумайăшне çывăх пĕлетчĕ. Мана вăл Лев Иванович Софроновпа, Петр Александрович Александровпа, Калистрат Алексеевич Алексеевпа, Иван Семенович Семеновпа, Мария Ивановна Кузьминăпа, Юлия Никоноровна Большовăпа тата ытти чылай ентешсемпе паллаштарчĕ. Кăшт каярахпа питĕ кирлĕ пулчĕ çак паллашу.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Казахстан çĕрĕнче тĕрлĕ халăхсен культура центрĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Павлодар хулинче нимĕç, украина, еврей, азербайджан, корея, чеченпа ингуш, тутарпа пушкăрт халăхĕсен культура ушкăнĕсем йĕркеленнĕччĕ. Пĕррехинче, тĕл пулса калаçнă вăхăтра, Леонид Фомич чăвашсен культура центрне йĕркелес пирки сăмах пуçарчĕ. Эпир ытти халăхсен, ытларах тутарпа пушкăрт çыннисен центрĕпе çывăх паллашрăмăр. Каярахпа Павлодар хулинче пурăнакан чăвашсене пуçтарса пухусем ирттертĕмĕр. Пухăнасса хамăр ертсе пыракан кафедра пÿлĕмĕнче пуçтарăнаттăмăр. Хăш-пĕр чух вăтăра яхăн чăваш тĕл пулаттăмăр. Павлодар облаçĕнче пурăнакан ентешсемпе те çыхăнма тăрăшрăмăр.
1995 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Павлодар облаçĕнче чăвашсен культура центрĕ çуралчĕ. Ăна ертсе пыма мана шанчĕç. Председателе пулăшса пыма Леонид Алдушева суйларĕç. Вунă çул ытла йĕркелесе ертсе пытăмăр Леонидпа чăвашсен культура ушкăнне. Центр çумĕнче “Çеçпĕл” фольклор ансамблĕ ĕçлет. Çулсерен 20 ытла ача-пăча чăвашсен вырсарни шкулĕнче вĕренет.
2003 çулхи кăрлач уйăхĕнче Леонид Фомич сантехника енĕпе пулăшу паракан “Çăл куç” фирма уçрĕ. Тупăшĕ нумаях пулмасан та фирма хуçи чăвашсен тĕрлĕ уявĕсене ирттерме, ачасен вырсарни шкулне укçапа пулăшма тăрăшать.
Пилĕк çул çитрĕ эпĕ Казахстан çĕрĕнчен куçса килсе Шупашкарта ĕçлеме пуçлани. Кашни çулах Павлодар хулинче хăнара пулатăп. Аякри ентешсене те курас килет. Леонид Алдушевпа пĕрле йĕркеленĕ культура центрĕ пирки те кăсăкланатăп. Чиперех ĕçлет çак ушкăн, ун çинчен ырăпа асăнаççĕ. Çакă вара савăнтарать çеç. Чăваш халăхĕшĕн республика тупашĕнче те ырă ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕ виçĕ çул каялла Леонид Фомич Алдушева Хисеп хучĕпе чыс турĕ.
В. ФЕДОТОВ,
Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, философи наукисен докторĕ.