АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕрремĕш вĕрентекенĕм манăн...»

17 апреля 2010 г.

Çапла ят пачĕç Çĕньялти вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс сехетне. Хальхинче ăна урăхларах йĕркелес терĕç. Тĕл пулăва Д. Савиновăна хăнана чĕнчĕç. Шкулти 11-мĕш класра вĕренекенсене те йыхравларĕç. Сăлтавĕ пур: çиччĕмĕшсене, кăçалхи вунпĕрмĕшсене алăран çавăтса кĕрсе чи малтан парта хушшине лартаканни Дария Ильинична пулнă. Тивĕçлĕ канура пулин те шкул ун асĕнчен тухмасть.

Дария Ильиничнăн каласа памалли нумай: “Эпĕ йышлă çемьере çитĕннĕ. Иртĕнмелли темех пулман – шурă кулач та сайра-хутра çеç леккеленĕ. Атте ир çĕре кĕнĕ, анне те чирлĕ. Каншел ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Аслă Арапуç шкулĕ хыççăн малалла вĕренес терĕм. Анне ялан калатчĕ: “Вĕренсе çын пулма тăрăш, хĕрĕм”. Аслă аппа та учитель профессине алла илнĕ те, учителех пулас терĕм – Канашри педучилищĕне вĕренме кайрăм.

1971 çулта алла диплом илсе хамăр района килтĕм. Икĕ-виçĕ шкула та сĕнчĕç – эпĕ Çĕньяла суйласа илтĕм. Вăл пирĕн ялпа кÿршĕллĕ, 3 çухрăмра çеç. Уроксемсĕр пуçне обществăлла ĕçсем те нумай: драма кружокне çÿренĕ, учительсен хорĕ концерт лартнă, агитатор ĕçне пурнăçланă – чуна парса ĕçлеттĕм. Куçăмсăр майпа Шупашкарти пединститутăн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕтĕм.

Çĕньял каччипе паллашрăм. Коля – йĕркеллĕ, ĕçчен, хитре. Çемье çавăртăмăр, пĕрин хыççăн тепри ачасем çуралчĕç.

35 çул Çĕньял ачисене вулама-çырма вĕрентрĕм, 7 выпуск ман алă витĕр тухнă. Вĕсем хушшинче такам та пур, таçтан та салам яраççĕ.

Хамăрăн ачасем те тăван йăваран вĕçсе саланчĕç. Аслă хĕрĕмĕр, Елена, учитель ĕçне малалла тăсать, Комсомольски шкулĕнче биологипе хими вĕрентет. Наташа Шупашкарта бухгалтер. Таня – врач. Вĕсем виççĕшĕ те шкултан “5” паллăсемпе вĕренсе тухрĕç. Ленăн – кĕмĕл медаль. Наташăн – Чăваш ял хуçалăх академийĕн хĕрлĕ дипломĕ. Илюш пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Галя – технолог. Мăшăрпа килĕштерсе пурăнатпăр. Ачамсем, вĕренĕр, вĕренни çăкăр ыйтмасть”.

Калаçу малалла тăсăлнă май вĕренекенсем пĕри те тепри хăйсен кĕçĕн класри пăтăрмахĕсене аса илчĕç: кам урокра алă тăратма та вăтаннă, кам юрлаттарманшăн макăрнă. Учитель пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă. Эпĕ хам та, çак йĕркесен авторĕ, Дария Ильинична вĕренекенĕ пулнă. Ас тăватăп-ха, 6-мĕш класра чухне вăл пире тăван чĕлхепе литература урокĕсене вĕ-рентрĕ. Лайăх ăнлантаратчĕ, çирĕп ыйтатчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнни 30 çултан та иртсе кайрĕ те – никĕсĕ Дария Ильиничнăра пуль тетĕп. Вăлах тĕрĕс çул-йĕр кăтартрĕ-тĕр. 4-мĕш класс хыççăн вăл вĕрентнĕ ачасен руководителĕ пулса 5-мĕш класран малалла ĕçлерĕм, 2 кăларăм тухрĕç, халĕ виççĕмĕшĕпе ĕçлетĕп. Унăн вĕренекенĕсем тавра курăмĕпе, йĕркелĕхпе, тирпейлĕхпе уйрăлса тăраççĕ, пултаруллă, маттур.

Ман сăмахсене 1998 çулхи выпускник Н. Квасова та çирĕплетрĕ.

Кăçал Дария Ильиничнăн – юбилей, вăл 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа вĕренекенсем концерт хатĕрленĕ.

– Ялан, ялан ман асăмра

Шкулти пĕрремĕш кун.

Учитель сăнĕ ман умра,

Асрах сасси те ун, – янраттарать сăввине Катя Елимова. Юрă хыççăн юрă шăранать. Шкулти фольклор ушкăнĕн членĕ Дима Живов чăваш халăх юррисене парнелерĕ юбиляра.

11-мĕш класра вĕренекенсем те пĕрремĕш учительне асăнмалăх парнепе чысларĕç, чи ăшă сăмахсем каларĕç.

Юбиляра саламлама вăл вĕрентнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ те килнĕ.

В. Семенова хĕрĕ Алиса медколледжран вĕренсе тухса университетăн медицина факультетĕнче пĕлĕвне тăсать. В. Нестерова ывăлĕ Радик – Çĕнĕ Шупашкарти механикăпа технологи колледжĕнче II курсра вĕренет. Вера Алексеевнăпа Валентина Степановна юбиляра ырлăх-сывлăх сунчĕç.

М. МАДЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика