17 апреля 2010 г.
Юлташ-пĕлĕшпе калаçнă чухне эпир час-часах вăрçă вăхăчĕсене аса илеттĕмĕр. Терт-нуша, выçăллă-тутăллă кунсем, пурнăçпа вилĕм хушшинчи самантсем кирек хăш вăхăтра та яланах асра пулнă. Аса илсе калаçнисенчен шкул директорĕн Владимир Николаевич Кузнецовăн пуплевĕсем питĕ интереслĕччĕ. Вăл Çурçĕр фронтĕнче йĕлтĕрçĕ-разведчиксен отделени командирĕ пулнă. Вăрçăра темĕнле лару-тăрура та пулма тивнĕ унăн. Çавăнпах ĕнтĕ хăй чĕрĕ те сывă юлнинчен те тĕлĕнетчĕ. Аманас е вилес пулсан вĕсен пĕр сăмах çеç пулнă: “судьба” тетчĕç вырăс салтакĕсем, чăвашсем “шăпа” е “пÿрни” тесе хаклатчĕç. Пурăннă чухне В. Кузнецов та питĕ калаçма ÿркенместчĕ. Çамрăксене вăрçă синкерлĕхĕ пирки мĕн чухлĕ каласа паман-ши! Анчах шел, унăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ. Вăрçă самантне аса илнĕ май унăн фронтри пĕр тăманлă каç куç умне тухса тăчĕ. Командир çак каçхине питĕ яваплă задани илет. Карелин тĕттĕм вăрманĕнче пирĕн фронт линине пăсса шурă финсем хăйсене валли позици тунă: ăшă çĕрпÿртсем, типĕ вырăн, картасем, электроçутă, сигнализаци, йытăсем... Акă, разведчиксем заданире. Пурте шурă çи-пуçпа, йĕлтĕрпе. Сумкăсенче – çар хатĕрĕсем. Тăшмана систермесĕр вĕсен пурин те пĕр харăс перекен, сирпĕтекен япаласене мăрьесенчен шала пăрахмалла. Çак поселок урăх пулмалла мар. Вăхăчĕ вырăнлă, çил вĕсен енчен. Йытăсем ют çынна сиссе сас памаççĕ-ха. Часах мăрьесенчен гранатăсем вĕçеççĕ. Çĕрпÿрт тăррисем пысăк çĕленсем пек çÿлелле вут-çулăм кăларса сирпĕнеççĕ.
Каялла чакмалли сигнал пулнă. Анчах пăр айĕнче шыв хускалать, хум пек пуçтарăнать. Разведчиксем пурте лап выртнă, хырăмпа шăваççĕ. Ракета çине ракета, пуля çине пуля вĕçет. Арăш-пирĕш тăман куçсене хуплать. Финсем унта та кунта пырса тăрăнаççĕ. Разведчиксен каялла килмелли вăрттăн çул уçă. Кузнецов вĕсене ориентир кăтартса унталла йыхăрать. Ку урăх ракета пулнă иккен. Разведчиксем çакна тавçăрса илнĕ. Вĕсем пурте чăтлăхран тухрĕç, хаваслă, савăнăçлă... Халĕ базăна çеç çитмелле. Задани ăнăçлă пурнăçланнă.
В. УРУКОВ.
Çĕнĕ Ахпÿрт.