17 апреля 2010 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсене ирттерсех тăраççĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе класс тулашĕнче Сывлăх кунĕсем пулаççĕ.
Пĕтĕм Тĕнчери Сывлăх кунне халалласа классем хушшинче волейбол турнирĕ йĕркелерĕмĕр. Командăра тăватă арçын ачапа икĕ хĕр ача пулчĕç. Аслă судья А. Анюров тата директор çумĕ С. Кальметов вĕренекенсене Сывлăх ку-нĕпе саламланă хыççăн вăйă пуçланчĕ.
Пур команда та лайăх выляма тăрăшрĕ, анчах финала 11 “г”, 11 “е”, 10 “г” классем тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне 11 “г” класс тивĕçрĕ. Судьясем пăхса тухнă хыççăн В. Павлов лайăх тапăнса вылянине, К. Пыркина ăнăçлă хÿтĕленине палăртрĕç.
Çĕнтерÿçĕ командăсене директор çумĕ С. Кальметов Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
В. АНТИПОВ.