АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство вăй илет

21 апреля 2010 г.

Иртнĕ эрнере районта Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ – пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшас, аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен Координаци Канашĕн председателĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ А. Быченков, Чăваш Республикинче пĕчĕк бизнеса тĕрев паракан агентствăн директор тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Борисов, çавăн пекех районти Перекет банкĕпе “Россельхозбанк”, РФ Пенси фончĕн управленийĕн тата ытти учреждени представителĕсем хутшăнчĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пычĕ, Патăрьел тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство мĕнле аталаннипе паллаштарчĕ. А. Быченков республикăри предпринимательство мĕнле вăй илсе пыни, патшалăх паракан пулăшусем пирки чарăнса тăчĕ. Бизнесра вăй хуракансем хăйсене интереслентерекен информацисене туллинрех пĕлме, ыйтусем çине хурав илме пултарчĕç. Уйрăмах нумай пулмасть кăна предпринимательствăра тăрăшма пуçланисемшĕн опытлисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни пысăк усă пани каламасăрах паллă.

Канашлу вăхăтĕнчех курав та ĕçлерĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра тăрăшакансем хатĕрленĕ продукцисемпе район çыннисем те паллашрĕç, пысăк хак пачĕç.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра тăрăшакансем ял хуçалăхĕнче 35 процент, суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферинче – 36, строительствăра – 13, туса кăларакан производствăра – 11, ытти отрасльсенче 5 процент тимлеççĕ. 2009 çулта хăйсем хатĕрленĕ таварсемпе тивĕçтерÿсемшĕн 360 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Предпринимательствăра вăй хуракансен йышĕ те çуллен ÿсет, хальхи вăхăтра 3403 çын ĕçлет, вăл шутра 1041 индивидуаллă предприниматель. Çак сферăра тăрăшакансен шучĕ районта çулталăкра 36 процентран 40 процента çитнĕ. Муниципаллă заказсене пĕчĕк тата вăтам бизнесри субъектсем аван вырнаçтараççĕ. Пĕлтĕр вĕсемпе 627 контрактпа килĕшÿ тунă, 130 миллион тенкĕлĕх продукци туяннă.

Районта 236 хресчен фермер хуçалăхĕ тата 26 ял хуçалăх кооперативĕ шутланать. Усă курман 491 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç пысăк тупăш кÿнĕ. Уйрăм хуçалăхсем те аван аталанса пыраççĕ, кăна “АПК аталанăвĕ” программăпа 683 миллион тенкĕлĕх кредит илни те çирĕплетет.

Самана витĕмне пула выльăх пусмалли цех уçăлнă, кондитер тата çăкăр-булка изделийĕсен ассортименчĕ пуянланнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тивĕçтерĕвĕсем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăна пуçларĕç. Уйрăм суту-илÿ предприятийĕсем, массажпа косметика кабинечĕсем, парикмахерскисем, мунчасемпе саунăсем уçăлчĕç. Пассажирсене турттаракан сервиссем, тÿлевлĕ авточарăнусем, автомойкăсем, çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсем çĕнелсе пыраççĕ. Çурт-йĕр, çул тăвассипе, тирпей-илем кĕртессипе ĕçлекен предприятисем те бизнесра тарăн тымар ячĕç.

О. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика