АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулăн çĕнĕ çурт пулать

21 апреля 2010 г.

Сăкăтра шкулăн çĕнĕ çурчĕн никĕсне яма пуçланă. Вăл 320 ачана йышăнмалла. Объектăн проектпа палăртнă хакĕ 120 миллион тенкĕ ытла. Строительствăн подрядчикĕ – “Булат” тулли мар яваплă пĕрлешÿ. Шкула Чăваш Республикинче вĕрентĕве 2006–2010 çулсенче аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн тăваççĕ.

Никĕс хывнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Н. Глухов, “Булат” пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Р. Абдулвалеев, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Кузнецов, шкул директорĕ А. Падусев, “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров тата ыттисем те хутшăннă.

Çав кунах Сăкăтри культурăпа кану центрĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарнă, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине, Республика кунне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика