21 апреля 2010 г.
Кăçал Чăваш Республикинче 120 пине яхăн гражданина диспансеризаци тума палăртнă. Вăл шутра 42 пин ача.
“Сывлăх” наци проекчĕпе пурнăçлакан çак мероприяти халăха вилĕм патне илсе çитерекен е ĕмĕрлĕх инвалид туса хуракан чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртма, ăнăçлă сиплеме май парать.
2010 çулта тĕрлĕ предприятире тăрăшакан 48 пине яхăн çын хушма диспансеризаци витĕр тухĕ. Хальлĕхе палăртнин 12,61 проценчĕ диспансеризацире пулнă.