АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен, санăн яту хисеплĕ

21 апреля 2010 г.

Тĕнчере темĕнле лару-тăру пулсан та вĕрентекен ĕçĕ яланах хисепре пулнă, пулĕ те. Чун-чĕрине парса тăрăшакана нихăçан та пăрахăçа кăлармĕç. Çапла, пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрекенсем умĕнче эпир яланах пуç тайма тивĕç. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен И. Тихонова.

Пĕлÿ тĕнчине суйласа илнĕшĕн нихăçан та ÿкĕнмен Индира Владимировна. Канашри педагогика училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ çамрăк хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе – Светлана Валентиновна Тихоновăпа пĕрле Пăлапуç Пашьел шкулĕн Сителти уйрăмĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Çичĕ çул çак сукмака такăрлатнă. Кайран тăван ялне куçнă. Унтанпа тăваттăмĕш теçетке çине кайрĕ ĕнтĕ. Çав хушăрах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институчĕн дипломĕллĕ те пулнă аслă категориллĕ учитель.

Ачасем ăна питĕ хисеплеççĕ. Ĕçтешĕсем ăста педагог, йывăрлăхра яланах пулăшма хатĕр, пархатарлă çын тесе хаклаççĕ.

Индира Владимировна ăста педагог çеç мар, çĕннине пĕлме ăнтăлакан, анлă тавра курăмлă вĕрентекен. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ĕçтешĕсенчен чи малтан аслă категорие тивĕçнĕ, районти пуçламăш класс вĕрентекенĕсен хастар членĕ те.

Тăрăшуллă вĕрентекен тĕрлĕ проектра та, конкурсра та, фестивальре те пултаруллисенчен пĕри. Акă, районта иртекен “Ăслăлăх. Аталану. Пултарулăх” конференцие пĕр çул та сиктермен. Унăн вĕренекенĕсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе яланах малтисен ретĕнче, республикăра та çĕнтернĕ. Пĕлтĕр “Ростки возрождения” конкурсра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, тĕп хуламăрта та палăрчĕç: иккĕмĕш вырăн йышăннă. Районта иртекен олимпиадăсенче те унăн ачисем сатур.

Индира Владимировна 1997 çултанпа шкулти “Çеçпĕл çеçкисем” фольклор ушкăнне ертсе пырать. Çак ĕçе вĕсем Н. Тихонова музыка учителĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕ çамрăк “артистсем” валли чăваш кĕписем çĕлеттернĕ, тĕрĕпе илемлетнĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе шкул ачисемпе ял халăхне, çавăн пекех район сцени çинче те пĕрре мар тĕлĕнтернĕ. Нумаях пулмасть “Шанчăк çăлтăрĕсем” конкурсра тăван халăх йăли-йĕркине кăтартассипе каллех çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕн портфолио çулран çул хулăнланса пырать.

Малашлăх – çитĕнекен ăрура. Ача пурнăç çулĕ çине тухасси вĕрентекенрен нумай килнине асра тытса тăрăшать Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен И. Тихонова. Вĕрентекен çулталăкĕнче Индира Владимировна çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасса шансах тăратăп.

А. Козлов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика