АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водительсен канашлăвĕ

21 апреля 2010 г.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районти водительсен канашлăвĕ иртнĕ.

Малтан Патăрьелĕнчит тĕп лапамра шкул автобусĕсен техника тĕрĕслевĕ пулнă. Паянхи куна районта 22 автобуспа “ГАЗель” 51 ялтан пин ытла шкул ачине турттараççĕ.

Водительсен канашлăвĕнче 2009 çулта çул-йĕр çинче аварилĕх мĕнле шайра пулнине тата 2010 çулта çул-йĕр çинче хăрушсăрлăх шайне ÿстерес ыйтăва сÿтсе явнă. Çавăн пекех шкул автобусĕсемпе усă курас, ачасене турттарнă чухне инкек-синкекрен сыхланас, транспорт хатĕрĕсене техтĕрĕслев витĕр кăларас ыйтусене те пăхса тухнă.

Районта автоçулсем 230 километра яхăн, ГИБДД уйрăмĕнче 8818 автомототранспорт хатĕрĕ шутра тăрать. 7320 автомототранспорт единици уйрăм çынсен.

2009 çулта 43 çул-йĕр инкекне шута илнĕ, вĕсенче 12 çын вилнĕ, 43 çын аманнă.

Çулсенче лару-тăру лăпкă маррине шута илсе, канашлура çуран çÿрекенсем, водительсем Çул-йĕр правилисене пăхăнччăр тесе ĕçе лайăхлатасси çинчен сÿтсе явнă. Аварисенчен сыхланас тĕллевпе асăрхаттару мероприятийĕсем ирттерме палăртнă.

Канашлăва ГИБДД сотрудникĕсем, Чăваш Енри автоçул надзорĕн управленийĕн, районсем хушшинчи 2-мĕш налук инспекцийĕн ĕçченĕсем хутшăннă, водительсен ыйтăвĕсене хуравланă.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика