21 апреля 2010 г.
Федераци налук службин республикăри управленийĕ ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле ака – çу уйăхĕсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче налук тематикипе çырнă сочиненисен конкурсне ирттерет.
Çулсеренех йĕркелекен конкурса хутшăнакансем валли ку хутĕнче темиçе тема палăртнă: “Налуксем мĕн тума кирлĕ;”, “Манăн мĕншĕн налук тÿлемелле;”, “Тÿленĕ налук пирĕн пата мĕнле çаврăнса килет;”, “Налук инспекторĕ – кам вăл; Тус е тăшман;”. Кăçалхи уйрăмлăх – тупăшăва икĕ тапхăрпа йĕркелени: пĕрремĕшĕнче вырăнсенчи инспекцисенче чи лайăх сочиненисене финал валли суйласа илĕç, пĕтĕмлетÿ вара ФНС управленийĕнче пулать – финалистсен ретĕнче виçĕ çĕнтерÿçĕ палăртĕç.
Конкурса тăратакан ĕçсене хакламалли критерисем вара улшăнман: темăна туллин уçса памалла, жюри пултарулăха тĕпе хурĕ. Сочиненисене инспекцире, Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 21-мĕш “а” çуртăн 103-мĕш кабинетĕнче, ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тупăшăва çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Çĕнтерÿçĕсене яланхи пекех дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарма пăхнă.