АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камшăн е мĕншĕн пурăнатпăр;

21 апреля 2010 г.

Ял çыннисенчен ытларах пайĕ камшăн мар, мĕншĕн пурăнать. Çу тăршшĕпе хиртен кĕмесĕр сухан-севокне, кишĕрне, çĕр улмине çумлать. Чирлĕ, паян-ыран операцине каймалла пулсан та хиртен тухăçа пухса кĕртсе пĕр пайне сутса хăварассишĕн сипленессине кайрана хăварса пырать. Сывлăха çирĕплетме укçи те çити-çитми кăна кĕрет-çке.

Хĕлле те лăпкă кăна чунпа пурăнаймасть çĕр çынни. Шухăшĕ татах хăй аллипе туса илнĕ продукци çинче: “Сивĕ тивмерĕ-ши; Çĕрсе каймарĕ-ши; Шăшисем тапăнман-ши;” Сутма вăхăт çитсен татах çĕр ыйту сиксе тухать: хăçан тата камсене памалла; Ĕнер кăна кишĕр 11 тенкĕччĕ, паяна – 10. Севокĕпе те çаплах. Халăхăн ĕçленине кура укçине те тăвас килет. Хакĕ вара карт вăййи пекех, пуйма та, çука юлма та пулать.

Кишĕр, сухан пирки шухăшласах куна çĕр ылмаштарать, уйăх хыççăн уйăх иртет. Продукцие вырнаçтарса пĕтернĕ çĕре тепĕр хут ака çитет. Каллех пĕлтĕрхи пăтăрмахсем çĕнĕрен пуçланаççĕ.

Çапларах халь пурнăç: этем сухан-севокшăн, кишĕршĕн пурăнать. Чирĕсем вара этемĕн çуллен нумайланса та нумайланса пынине сисмест те. Ахальтен мар ĕнтĕ тухтăрсем хир енче пурăнакан хĕрарăмсем хушшинче шыçă, шăмă чирĕсемпе аптракансем йышланнине палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика