АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев сыхлавĕнче кăлтăксем пур-ха

21 апреля 2010 г.

Тĕнчери ĕçлев организацийĕ йышăннипе апрелĕн 28-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев сыхлавĕн кунĕ тесе палăртаççĕ. Çак сферăри лару-тăрăва Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ тишкерсе тухрĕ.

2009 çулта районсем хушшинчи следстви пайĕ ĕçлев сыхлавне пăсни çинчен калакан 16 хыпара РФ Уголовлă процесс кодексĕн 144-145-мĕш статйисемпе никĕсленсе тĕрĕслерĕ. Çакăн хыççăн ĕçлев сыхлавĕн правилисене пăхăнассишĕн яваплă 3 çын пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем РФ Уголовнăй Кодексĕн 143-мĕш статйипе килĕшсе тăраççĕ.

Уголовлă айăплава лекнисем хушшинче – ял хуçалăх предприятийĕсен, строительство организацийĕн ертÿçисем. Вĕсен айăпне пула çынсем йывăр аманнă. Айăплисене суд штрафланă.

Ытти тĕслĕхсем пирки уголовлă ĕç пуçарман, мĕншĕн тесен аманнисем йывăр пулман е сиенленнисем хăйсем айăплă пулнă.

В. ЕГОРОВ,

районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçин аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика