АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валентина тата Александр Ягуповсен парнисемшĕн

21 апреля 2010 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи культура центрĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе 1992 çулта çуралнисенчен кĕçĕннисем Валентина тата Александр Ягуповсене асăнса ирттерекен турнирта тупăшрĕç. Пурĕ сакăр команда пуçтарăнчĕ. СССР спорт мастерĕ А. Давыдов судья кĕрешÿçĕсем ăмăртăва хатĕрри çинчен оргкомитет председательне, ял тăрăхĕн пуçлăхне Н. Яковлева пĕлтернĕ хыççăн тытăçусем пуçланчĕç.

Чи çăмăл виçеллисем (25 кг) кавир çинче пысăккисем пекех пĕрне-пĕри вăр-вар çавăрса çапаççĕ. Ыттисене çĕнтерсе финала А. Муллинпа (Сăкăт) К. Арланов (Кивĕ Ахпÿрт) тухрĕç. Çивĕч тытăçура турнирăн çĕнтерÿçи К. Арланов пулчĕ. А. Муллин иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче вара иккĕн: А. Мукинпа А. Григорьев (Нăрваш Шăхальсем).

Тепĕр виçере тытăçусем тата та çивĕч иртрĕç. Çапах та финалта кĕрешме чи пултаруллисем анчах юлаççĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Хирти Пикшик шкулĕнчи Н. Сорокинпа Сăкăтри шкулти И. Пайдютов тупăшрĕç. Вĕсем виçĕ тапхăр кĕрешсе куракансене тыткăнларĕç. Вăйлăраххи вара Н. Сорокин пулчĕ. Иккĕмĕш тытăçура Нăрваш Шăхальсем И. Филипповпа А. Адикин вăй виçрĕç. Кунта вăйлăраххи А. Адикин. Н. Сорокинпа А. Адикин вара чемпион ячĕшĕн тупăшрĕç. Курма пуçтарăннă халăх паллах Адикиншăн “чирлерĕ”. Саша Адикин чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Н. Сорокин иккĕмĕш, виççĕмĕшĕнче И. Филипповпа И. Пайдютов.

Малалла 32 кг виçеллĕ спортсменсем вăй виçрĕç. Вĕсем пурĕ вун виççĕн. Финалта, малтан кĕтнĕ пекех, Çĕньял шкулĕнчи К. Нестеровпа Хирти Пикшикри шкулти А. Чашкин кĕрешрĕç. Мĕнле кăна меслетпе усă курмарĕç пулĕ вĕсем. Çапах та Чашкин çĕнтерчĕ çĕнтерчех. Иккĕмĕш вырăнта К. Нестеров, виççĕмĕшĕнче В. Шаймановпа (Н. Шăхаль) Д. Павлов (Кивĕ Ахпÿрт).

Тепĕр виçере Шăхальсем хăйсем килĕштерекен Алексей Яковлевшăн “чирлесе” хавхалантарса тăчĕç. Алюш вĕсен шанăçне тÿрре кăларчĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Ф. Анюров (Сăкăт), виççĕмĕшне А. Даниловпа (Хирти Пикшик) Д. Павлов (Çĕньял) йышăнчĕç.

40 кг виçеллисен хушшинче финалта И. Бородкинпа (Хирти Пикшик) Н. Кураков (Сăкăт) тупăшрĕç. Чи пултарулли И. Бородкин. Иккĕмĕш вырăнта Н. Кураков, виççĕмĕшĕнче А. Артемьевпа (Кивĕ Ахпÿрт) В. Волков (Хирти Пикшик).

Тепĕр виçере чи пултарулли Кивĕ Ахпÿртри В. Пыркин пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Ю. Николаев (Н. Шăхаль), виççĕмĕшĕнче Д. Денисовпа (Çĕньял) М. Хусейнов (Ыхра Çырми).

50 кг виçеллĕ кĕрешÿçĕсенчен чемпион ятне республика шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçи А. Сеприханов (Кивĕ Ахпÿрт) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Е. Кошкин (Хирти Пикшик), виççĕмĕшĕнче Н. Макаровпа (Çĕньял) Д. Иванов (Сăкăт).

Тепĕр виçере А. Цветковпа (Патăрьел) Ю. Петров (Хирти Пикшик) хушшинче çивĕч тупăшу пычĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен балл хыççăн балл илсе интереслĕ кĕрешÿ кăтартрĕç. Вăйлăраххи вара А. Цветков пулчĕ. Ю. Петров иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче Д. Лаврентьевпа (Н. Шăхаль) С. Жолобов (Хирти Пикшик).

Кĕрешÿçĕсен йывăрăшĕсем ÿссе пынă май тытăçăвĕсем те хĕрсе пычĕç. Акă финалти тытăçура Раççей спорт мастерĕн кандидачĕпе А. Адикинпа (Н. Шăхаль) А. Верликов (Первомайски) хушшинче тĕлĕнмелле интереслĕ тупăшу пычĕ. Верликов чылай çамрăк пулин те хăй чăн-чăн кĕрешме пĕлнине кăтартса пачĕ. Çапах, пысăк опытлă Адикин çĕнтерсе иртнĕ çулхи пекех турнирăн чемпионĕ пулса тăчĕ. Верликов иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче М. Фомин (Çĕньял) тата А. Краснов (Хирти Пикшик).

65 кг виçеллисенчен чемпион ятне М. Ялуков (Патăрьел) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнпа Н. Мухин (Хирти Пикшик) çырлахрĕ, виççĕмĕшĕнче А. Еразумов (Н. Шăхаль) тата И. Куприянов (Çĕньял).

Тепĕр виçери тупăшура Ф. Моисеевпа (Патăрьел) А. Кудряшов (Сăкăт) хушшинче питĕ те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Çапах та Моисеев чылайрах балл пуçтарса чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшĕнче А. Астраханцевпа (Анат Туçа) М. Кошкин (Кивĕ Ахпÿрт).

Чи йывăр виçере чемпион ятне А. Тинюков (Патăрьел) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Д. Карлинов (Çĕньял), виççĕмĕшĕнче И.Ченоров (Хирти Пикшик).

Судьясен коллегийĕ сăнаса пынă тăрăх “Чи лайăх кĕрешÿ техникине пĕлекен” ята А. Адикин (Н. Шăхаль) тивĕçрĕ. “Çĕнтерме ăнтăлнăшăн” ята М. Ялуков (Патăрьел) илчĕ. “Чи çамрăк кĕрешÿçĕ” ята А. Григорьев (Н. Шăхаль) тивĕçрĕ.

Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсемпе призерсене тата вĕсен тренерĕсене ятарлă дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç.

Валентинăпа Александр Ягуповсен хĕрĕ – Вика Александровна хăйĕн ашшĕпе амăшне хисеплесе килнĕшĕн пур спортсменсемпе тренерсене тата курма килнĕ ял-йыша тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

В. Бородкин.

Редакцирен:

Валентинăпа Александр Ягуповсем 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче районти шкул ачисен хушшинче паллă спортсменсем пулнă. Валентина Иванова – Треньел хĕрĕ, Ыхра Çырминчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Унта та çак пултаруллă хĕр çуран тата йĕлтĕрпе хăвăрт чупас енĕпе палăрать. Республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать, тĕрлĕ пысăк ăмăртусенче пединститут чысне те хÿтĕлет.

Направленипе Нăрваш Шăхаль шкулне ĕçлеме ярсан та вăл спортра чи пултарулли пулнă, математика предметне вĕрентнĕ. 1977 çулта Александр Ягуповпа пĕрлешнĕ. Саша çуран чупса, йĕлтĕрпе хăвăрт чупса тата ирĕклĕ майпа кĕрешсе район чемпионĕн ячĕсене тивĕçнĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусенче начар мар результатсем кăтартнă. Германи çĕр-шывĕнче хĕсметре тăнă хыççăн Нăрваш Шăхальĕнчи вăтам шкулта НВП предметне вĕрентме пуçланă. Районта пулса иртекен пĕр ăмăртăва та хутшăнмасăр юлман. Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе хăй виçинче аслисен хушшинче те район чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Анчах та вĕсем автоаварине лексе сарăмсăр вилчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика