21 апреля 2010 г.
Пурăннă пулсан 86 çул тултармаллаччĕ Аслă Чементи Яков Николаевич Капитонов. Анчах вăрçă унăн ĕмĕтне татрĕ. Çывăх çыннисен чĕринчех вăл. Паянхи номерте ăна халалласа Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан йăмăкĕ– Елена Алендеева çырнă прозăлла сăвва пичетлетпĕр.
«Вăрман уçланкинче ват юман ларать. Ват юман айĕнче Яков сержант выртать. Вăл выртать, хускалмасть, çывăрнă пекех, хура кăтра çÿçне çил хумхантарать. Ун ури вĕçĕнче амăшĕ тăрать. Вăл питех те лăпкăн ывăлне калать: “Эпĕ сана ÿстертĕм, çапах пăхаймарăм. Хăрушă вилĕм санăн кун-çулна мĕншĕн вăхăтсăр татрĕ-ши; Хура çĕмĕрт пек ик хура куçу мĕншĕн хупăнса курми пулчĕç-ши; Ывăлăм! Лăпкăн çывăр. Тăпру çăмăл пултăр. Эпир сана ĕмĕр-ĕмĕр чĕре тапма чарăниччен асран ямăпăр».