АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишевçĕсем вăй виçрĕç

21 апреля 2010 г.

Сывă пурнăç йĕркишĕн пыракан акцие хутшăнса Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсем шывра ишессипе ăмăртрĕç. Тупăшу “Паттăр” физкультурăпа спорт çуртĕнчи бассейнра иртрĕ.

Ăмăртăва 5-6-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем пуçларĕç. 25 метрлă хушша Я. Васюткинăпа Е. Ялукова (иккĕшĕ те 2-мĕш шкултан) 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. А. Портнова (1-мĕш шкул) 3-мĕш вырăнта. Арçын ачасен ушкăнĕнче С. Быкова (2-мĕш шкул) çитекенни пулмарĕ. Т. Филипповпа (2-мĕш шкул) Р. Янышев (1-мĕш шкул) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче.

Унтан 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем тупăшрĕç. Кунта А. Сорокина (1-мĕш шкул) çĕнтерчĕ. К. Алексеева (2-мĕш шкул), А. Чернова (1-мĕш шкул) малаллахи вырăнсенче. Арçын ачасенчен А. Мулюков (2-мĕш шкул), мала тухрĕ. 1-мĕш шкулти А. Хлебников 2-мĕш вырăнта, Р. Абужаров виççĕмĕшĕнче.

Малалла 9–11-мĕш классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Кунта А. Селиванова (1-мĕш шкул) мала тухрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче С. Мышина (2-мĕш шкул), А. Спиридонова (1-мĕш шкул).

50 метрлă дистанцире М. Ялуков (1-мĕш шкул) – 1-мĕш, А. Тинюков (1-мĕш шкул) – 2-мĕш, Д. Поляков (2-мĕш шкул) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Ăмăрту командăсем эстафетăра тупăшнипе вĕçленчĕ. Кунта 1-мĕш шкул команди мала тухрĕ.

В. Антипов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика