АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхмапа Пăла тăрăхĕ пур енĕпе те кăтартуллă пултăр

24 апреля 2010 г.

Районта иртнĕ черетлĕ Информаци кунĕн теми анлă: Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнĕ май Патшалăх символикин кунне халалланă мероприятисене ирттересси, экологи, тирпей-илем субботникĕсем, Йывăç кунне йĕркелесси. Çавăн пекех тĕп ыйту–июнĕн 24-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Республика кунне кăтартуллă хатĕрленсе ирттерсе ярасси.

Республика шайĕнчи мероприятие “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ.

Малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов кун йĕркинчи ыйтупа тата Республика кунне хатĕрленсе кашни организаци-предприяти ертÿçи хăйсен кантурĕн çуртне, унăн таврашне кирлĕ пек тирпейлес, капăрлатас пирки калаçăва çивĕчлетрĕ, ку тĕлĕшпе яваплă çынсенчен питĕ çирĕп ыйтассине асăрхаттарчĕ. Пысăк шайри хăнасене кĕтсе илес тесен, чăнах та, юлнă кунсемпе усă курса вырăнсенче кар тăрса ĕçлемелли, тирпей-илем кĕртмелли чылай-ха. Çакăншăн вара чăн малтанах ял тăрăх пуçлăхĕсем, ертÿçĕсем яваплă. Çавăнпа та информаци ушкăнĕн ертÿçи Э.Аблякимов Патăрьелсен умне Республика кунне чи çÿллĕ шайра ирттерсе яма тĕллев лартрĕ.

Информаци ушкăнĕсем кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма вырăнсенчи халăхпа та курнăçрĕç. Н.Глуховпа Э.Аблякимов Патăрьелĕнчи палăк-монумент тавра пыракан юсавпа, Сăкăтра çĕнĕ шкул çурчĕн строительствипе (ÿкерчĕкре, 1-мĕш стр.) паллашрĕç, Кзыл Чишмари врач офисĕнче, кунти шкул коллективĕнче пулчĕç.

ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина ертсе пыракан ушкăн “Исток”, “Батыревское” хуçалăхсенче пулчĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика