24 апреля 2010 г.
Паян “Авангард” хаçатăн 10000-мĕш номерĕ кун çути курать. Унăн пĕрремĕш номерĕ “Паянхи сас” ятпа 1931 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче тухма пуçланă. 1953 çултан “Авангард” ята илнĕ.
Пархатарлă ĕçе пуçарса яракан Василий Миттана , Яков Зверева, Федор Румянцева ăшшăн аса илетпĕр.
Хаçатăн тĕп тĕллевĕ – пурнăç аталанăвне тĕрĕс çутатса парасси, çынсене хăйсем çинчен калама условисем кăларса тăратасси.
Редакци ĕçĕ-хĕлне хакланă чухне яланах хаçатăн пахалăхне тĕпе хураççĕ. Тĕп редакторсене пуçтарсан министерство специалисчĕсем кашни район хаçатне пур енчен те тишкерсе параççĕ.
Хаçатăн пахалăхĕ те, содержанийĕ те халăха тивĕçтертĕр тесе тăрăшать те ĕнтĕ коллектив.
Çĕнĕ рубрикăсем уçатпăр. Кашни юнкун халăхăн шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе ялсенче пулатпăр. Активпа курса калаçатпăр. Чĕрисене ыраттаракан пулăмсене хаçат урлă çутатса пама тăрăшатпăр. Редакципе вулакансен хушшинче яланах пĕр-пĕрне ăнланни пулмаллах. Пирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравлаççĕ. Çырусем те чылай илетпĕр. Кашнинех кирлĕ пек хурав пама тăрăшатпăр. Вĕсем ыйтнине тивĕçтерес тесе пирĕн кампа кăна çыхăнма тÿр килмест!
Хуть хăш ĕçĕн çитĕнĕвĕ те коллектив пултарулăхĕнчен килет. Ĕçченсем хăйсен професси ăсталăхне тĕрлĕ семинара хутшăнса ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Справочниксем, кĕнекесем тишкерсе, Интернета кĕрсе чылай информаци илеççĕ.
Редакцин эрнери ĕçĕ-хĕлне, лайăх тата начар енĕсене палăртатпăр, камăн мĕнле ĕç пурнăçламаллине пăхса тухатпăр.
Кирек мĕнле япалана сăнласа панă чухне те тĕрĕслĕх малти вырăнта тăмаллине кашни журналист чунпа туйса тăрать.
Коллектив пысăках мар. 18 çын тăрăшать. Пĕрне мухтаса тепĕрне айккинче хăварас килмест.
Хаçат эрнере икĕ хут чăвашла тата тутарла тухать. Мĕнле пахалăхпа тухасси ытларах тĕп редактор çумĕнчен (вăлах яваплă секретарь) килет. Вăл хаçатра хăш материал миçемĕш страницăра, миçе колонкăпа, ăçта-ăçта пулмалла, урăхла каласан макетне верстка тăвакан тата наборлакан оператора парать. Александр Козлова хаçат валлиех çут тĕнчене килнĕ теме юрать. Ялан çĕннине шырать. Сăн ÿкерчĕксем мĕнле пуласси Ираида Кошкина пултарулăхĕнчен килет. Галина Каримова оператор вара хатĕр текстпа тивĕçтерет.
Çырусен пайне Альбина Астраханцева ертсе пырать. Ĕçĕн яваплăхне туйма пĕлнипе çырусем тĕп редактор патне вăхăтра çитеççĕ.
Чăвашла тухса тăракан хаçатăн пай редакторĕсем Альбина Егорова, Оля Павлова, Альбина Астраханцева. Вĕсен професси ăсталăхне пула вулакансен кăмăлне каймалла материалсем пичетленеççĕ те ĕнтĕ хаçатра.
Тутарла тухса тăракан хаçат пахалăхĕшĕн пай редакторĕ Гелгеня Чинкинăпа Миндания Амалеева оператор яваплă. Вĕсем те ĕçе чунпа парăннă çынсем.
Район хаçачĕсенчен пирĕн хаçат хамăр патăрта çапăнать. Чылай çĕрте вара тĕп хуламăрта кун çути курать.
Полиграфи пахалăхĕ ытларах çапакан станокран, хутран, сăрăран, пластинăран, специалистсенчен килет.
Сергей Петров печатника “ылтăн” алăллă тесен те йăнăш пулмĕ. Чылай чухне станокăн хăш-пĕр пайĕ çĕмĕрĕлсен хăйех вĕçне-хĕрне тухать.
Людмила Дмитриева та хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста. Вăл “проявка” тунинчен те килет.
Ертÿçĕ хăçан ĕçченсенчен çирĕп ыйтма пултарать; Енчен те ĕçлеме кирлĕ услови пур пулсан, ĕç калăпăшне, кăткăслăхне шута илсе ĕç укçи кирлĕ шайра пулсан.
3-4 çул хушшинче пур кабинета та, коридора та юсанă. Кашни ĕçчен валли компьютер. Администраципе профсоюз хушшинче коллективлă килĕшÿ тунă. Кунта кĕртнĕ йĕркесем пурнăçланаççĕ.
Сотрудниксем те кăмăлпа ĕçлеççĕ пулсан, вулакансене тивĕçтерекен хаçат пулатех.
Тираж 4256-а çитрĕ. Юлашки 2-3 çулпа танлаштарсан тепĕр хут ÿсрĕ. Ку хаçатçăсемпе почта ĕçченĕсем пĕр чĕлхе тупса вăй хунинчен килет. Тĕл пулсах тăратпăр, малашнехи ĕçсене сÿтсе яватпăр.
Республика шайĕнчи конкурссене хутшăнатпăр. Лауреат ятне темиçе хут та тивĕçрĕмĕр.
Министерство хушăвĕпе кашни редакцин хăйĕн сайчĕ. Вĕсен пахалăхне пăхса тухсан 3 район хаçачĕн сайтне чи лайăххисен шутне кĕртрĕç. Пĕлтерме кăмăллă: эпир те вĕсен шутĕнче.
Укçа-тенкĕпе çыхăннă отчетсене тĕрĕс, тулли, кирлĕ вăхăтра çитересси Ирина Волкова тĕп бухгалтерпа Надежда Егорова кассиртан килет.
Тĕрĕссипе хаçат воспитани процесне пурнăçласа пырать. Çынна вĕрентетпĕр пулсан, хамăрăн та пурнăçăн тÿнтер енĕсенчен хăтăлмалла, тĕслĕхлĕ пулмалла.
Вера Поляковăна пула редацире тирпейлĕх хуçаланать.
Кабинетсенче сивĕ пулсан сотрудниксен ĕçлес кăмăлĕ пăсăлать. Виктор Николаев çакна яланах шута илет. Тирпейлĕ кил хуçи пекех пур çĕре те куçĕ ÿкет. Туххăмрах çитменлĕхсене пĕтерет.,
Район пысăк, çавăнпа та юсавлă автомашина пулмасан, коллектива ĕçлеме йывăр. Кабинетсенче ларнипе кăна ĕçĕн пахалăхĕ пулмасть. Çакна шута хурать те ĕнтĕ Владислав Селиванов водитель.
Редакцинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисемпе те курнăçсах тăратпăр. Вĕсен канашне ĕçре тĕпе хуратпăр. Сăмахран, Алексей Салмин нумай çул тĕп редакторта вăй хунă. Халĕ рекламăпа ĕçлет. Администраци умне мĕнле те пулин кăткăс ыйту сиксе тухсан унăн сĕнĕвĕ яланах вырăнлă.
Редакци учредителĕ – Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви. Пирĕн ĕçе вĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ, пĕтĕмлетеççĕ. Эпир вĕсен заказне пурнăçлатпăр. Халăх пурнăçне çутатса панă май, район администрацийĕпе те калаçса килĕшмеллисем сиксе тухаççĕ.
Издательство çуртĕнчен республика учрежденине куçрăмăр. 2009 çулхи октябрьтен автономиллĕ учреждени пулса тăтăмăр. Апла пулсан – ирĕклĕх. Тата та лайăхрах “ишме” пĕлмелле. Хальхи вăхăтра тилхепене хытă тытса пымасан урапи мĕнĕ çул айккине сирпĕнсе юлма пулать.
Редакци тата почта ĕçченĕсем, хаçата çырăнса илекенсем, пирĕн пата çырса тăракансем, 10000-мĕш номер тухнă ятпа саламлатăп. Çыхăну тата та вăйлантăр, пĕр-пĕрне ăнланни хуçалантăр. Малашлăха тĕрĕс çул кăтартса пыракан хаçат пултăр.
З. АЛЕКСАНДРОВА,
“Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ.